- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Том 6, № 3
- Ачалăхри килти пусмăр опычĕпе çамрăксен пăшăрханăв...
Ачалăхри килти пусмăр опычĕпе çамрăксен пăшăрханăвĕн çыхăнулăхĕ
Научная статья


- Опубликовано в:
- Пĕтĕм тĕнче ăслăлăх журналĕ «Вĕренӳ аталанăвĕ». Том 6
- Автор:
- Краснова С. Г. 1
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Страницы:
- 67-71
- Получена: 15.06.2023 / Принята: 25.09.2023 / Опубликована: 25.09.2023
- Рейтинг:
- Статья просмотрена:
- 2081 раз
- Размещено в:
- doaj РИНЦ
1 Чăваш Республикин вěренӳ институчě
- ГОСТ
Для цитирования:
Краснова С. Г. Ачалăхри килти пусмăр опычĕпе çамрăксен пăшăрханăвĕн çыхăнулăхĕ // Вĕренӳ аталанăвĕ. 2023. Т. 6, № 3. pp. 67-71. ISSN 2619-1466. DOI 10.31483/r-107289. EDN OZFYTL.
- ВКонтакте
- РћРТвЂВВВВВВВВнокласснРСвЂВВВВВВВВРєРСвЂВВВВВВВВ
- РњРѕР№ Р В Р’В Р РЋРЎв„ўР В Р’В Р РЋРІР‚ВВВВВВВВРЎР‚
УДК 159.9
DOI: 10.31483/r-107289
Аннотаци
Статьяна ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕ епле ҫыхӑнса тӑнине палӑртас ыйтӑва халалланӑ. Актуаллăх. Пӗр енчен çамрăклăхăн ятарлӑ ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене кура, тепӗр енчен ачалӑх тапхӑрӗн пӗлтерӗшне кура, ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕн хушшинчи ҫыхӑнӑва тишкересси питех те кăсăк ыйту пулса тăрать. Ачалăхра ҫыннӑн харкамлăх никӗсĕ хывăнать, харкамăн ҫирӗп палӑрӑмӗсем йӗркеленеҫҫӗ; ҫамрӑклӑх харпăр хӑйне пурнӑҫра тупма тӑрӑшнипе, професси тĕлĕшĕнчен ураланнипе, кӑмӑл-сипетпе культура пахалăхĕсен системине харпăрланипе уйрăлса тăрать, çакă епле калăпланса тата палăрса пырасси çине вара ачалăхри килти пусмăр опычĕ самай япăх витĕм кÿме пултарать. Литература ҫӑл куҫӗсен тишкерӗвне тӗпе хурса ачалăхри килти пусмӑр опычӗ каярахпа уйрăм лару-тӑрури тата харкам пӑшӑрханӑвĕн сăлтавĕ пулма пултарнине палӑртма май пулчĕ. Ҫакӑ ӗнтӗ ачалăхри килти пусмӑрпа ҫамрӑклӑхри пăшăрханăвăн (ретроспективра) ҫыхӑнӑвне тӗпчемелли диагностика меслетлĕхне калăпламалли никӗс пулса тӑчĕ. Тӗпчев тӗллевӗ – ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе ҫамрӑклӑхри пăшăрхану хушшинчи ҫыхӑнӑва тупса палӑртасси. Ку ӗҫре тӗпчевӗн ҫак меслечӗсемпе усӑ курнӑ: тӗпчев проблемипе çыхăннă теори ҫӑл куҫӗсене тишкерни, Интернетӑн вӗренӳ порталӗсен ресурсӗсене тӗпчени, ыйтса пĕлни, тестсем шутлаттарни, математикӑпа статистика меслечӗсем. Расчетсене Statistica 10 статистика пакечӗпе усӑ курса тунӑ. Çыхӑнусӑр суйлавсене танлаштарма – Стъюдентӑн t-критерийӗпе, Пирсон r-критерийӗпе – линилле корреляции коэффициентне палăртма усă курнă. Литературӑна пăхса тухса сăнарлама Scopus электрон базинче даннăйсенчи Pubmed шырав системипе, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑх электрон вулавӑшӗпе (e-Library) усӑ курнӑ. Тӗпчев ирттернӗ май публикацисемпе веб-даннӑйсене, тӗп сӑмахсем тата сӑмах майлашӑвӗсем тӑрӑх шыранӑ: «ачасене ҫемьере пусмӑрлани», «вӑй-хал пусмӑрĕ», «психика пусмӑрӗ», «ар пусмăрĕ», «килти пусмӑра тупса палӑртни». Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тата вĕсене сӳтсе явни. Статьяра респондентсен харкам тата уйрăм лару-тӑру пӑшӑрханӑвӗпе вĕсен ачалăхра 14 çула çитиччен тÿссе ирттернĕ килти пусмăр опычĕ хушшинчи çыхăнăва танлаштарса тишкернин кӑтартӑвӗсемпе автор15–24 çулхи çамрăксен (ретроспективра) вӑй-хал, психоэмоци тата ар пусмăрĕсен опытне тӗпчеме йĕркеленĕ ыйтусен пуххине ҫырса кӑтартнине тăратнă. Пӗтӗмлетӳсем. Тӗпчев результачĕсем ачалăхри килти пусмӑр опычӗ каярахпа харкам тата уйрăм лару-тăрури пӑшӑрханӑва чĕртсе яма тата амалантарма пултарнине кăтартаççĕ. Ҫавăнпа ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕн ҫыхӑнӑвне тӗпчесси этем аталанавĕ онтогенезра мӗнле пулса пынине ӑнланма пулăшас тĕлĕшпе пысӑк тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех вăл çак аталанăва мĕнле факторсем витĕм кÿнине тĕпчессипе те çыхăннă.
Тӗп сӑмахсем
Список литературы
- 1. Алексеева И. А. Жестокое обращение с ребенком: причины, последствия, помощь / И. А. Алексеева, И. Г. Новосельский. – 3-е изд., доп. и перераб. – Москва: Национальный фонд защиты детей от жестокого обращения, 2018, – 470 с.
- 2. Баксанский О. Е. Психологические особенности развития личности в период молодости / О. Е. Баксанский, А. В. Скоробогатова // Коллекция гуманитарных исследований. – 2019. – №5. – С. 13–26. – EDN WHGWVB
- 3. Кузнецова С. О. Исследование особенностей аутоагрессивного поведения у лиц, переживших сексуальное злоупотребление в детском возрасте / С. О. Кузнецова, А. А. Абрамова, А. Г. Ефремов [и др.] // Национальный психологический журнал. – 2019. – №3. – С. 88–100. – DOI 10.11621/npj.2019.0310. – EDN CMFNVJ
- 4. Лысенко Н. Е. Индивидуально-типологические механизмы агрессивно-насильственного поведения в норме и при психической патологии / Н. Е. Лысенко // Прикладная юридическая психология. – 2018. – №3. – С. 58–67. EDN YLBYMP
- 5. Миллер А. В начале было воспитание / А. Миллер. – Москва : Академический проект, 2019. – 296 с.
- 6. Прихожан А. М. Тревожность у детей и подростков: психологическая природа и возрастная динамика / А. М. Прихожан. – Москва: Издательство Московского психолого-социального института; Воронеж: Издательство НПО 'МОДЭК', 2000. – 304 с.
- 7. Райкова К. А. Анализ проблемы домашнего насилия и путей ее решения в современном мире / К. А. Райкова, А. А. Ефимов, Е. Н. Савенкова [и др.] // Современные проблемы науки и образования. – 2022. – №3. – 150 с. – DOI 10.17513/spno.31810. – EDN HLJBCM
- 8. Саламова С. Я. Домашнее насилие в современной России: общая характеристика / С. Я. Саламова // Lex russica (Русский закон). – 2018. – №9. – С. 129–138. – DOI 10.17803/1729-5920.2018.142.9.129-138. – EDN YAQPXN
- 9. Терещенко В. И. Насилие в семье над детьми / В. И. Терещенко // Научный альманах. – 2021. – №7–1 (81). – С. 127–129 [Электронный ресурс]. – Режим доступа: https://ukonf.com/doc/na.2021.07.01.pdf (дата обращения: 16.06.2023). EDN SIMACK
- 10. Хорни К. Невротическая личность нашего времени / К. Хорни. – Москва: Канон+, 2022. – 288 с.
Документы
Полный текст (RUS)
498.34KbСсылки
Журнал
https://journaledu.com/cv/action/10512/infoСсылка на экспорт
BibTex
.bib
Комментарии(0)