Акăлчан чĕлхи урокĕсенче аслă классенче вĕренекен шкул ачисен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхне аталантарасси
Аннотация
Статьяра акăлчан чĕлхи урокĕсенче аслӑ класра вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарас тӗллевпе ирттернĕ тӗпчев пирки ҫырса кӑтартнӑ. Дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курни акăлчан чӗлхи урокӗсенче аслӑ классенче вӗренекен ачасен ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарма пулӑшма пултарнине палăртнă. Тĕпчеве Дзержинск хулин «36-мĕш вăтам шкулĕ» МБВУ 10-мĕш класĕнче вĕренекен 28 ача хутшăннă: 14 ачана эксперимент ушкăнне (ЭУ), 14 ачана тĕрĕслев ушкăнне (ТУ) кĕртнĕ.
Тĕпчев виçĕ тапхăрпа иртнĕ: малтан эксперимент тата тӗрӗслев ушкăнĕсене кĕртнĕ вӗренекенсен ӑ...
подробнее