Математика профилӗпе çыхăнман педагогика вузӗсен студенчӗсене математика дисциплинисене вӗреннӗ чухне тӗпчев ӗçне явăçтарни – вӗренӗве хавхалантаракан мел
Аннотация
статьян тěллевě математика профилěпе вěренмен студентсене тěпчев ěçне математикăпа çыхăнтарни математика дисциплинисене вěренме епле хавхалантарнине кăтартасси пулса тăрать. Теорипе практика меслечěсемпе усă курса авторсем студентсене математика дисциплинисене вěренме хавхалантарма май пур текен гипотезăна тěресленě. Математика дисциплинисене вěрентнě май студентсене тěпчев ěçěсем епле панине ăнлантарнă, студентсемпе ирттернě анкетировани результачěсене кăтартнă.
подробнее