Список публикаций по ключевому слову: «замена»
-
Кĕске изложение вĕрентÿ формипе ирттернĕ чухнехи уйрăмлăхсем
Статья в сборнике трудов конференцииАктуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Брусова Галина Федоровна
- Рубрика:
- Обучение родным языкам и литературам в поликультурной среде
- Аннотаци:
- Cтатьяра кĕске изложение вĕрентÿ формипе ирттерессипе çыхăннă уйрăмлăхсене туллин уçса панă. Вĕрентÿ изложенийĕ тĕрĕслев изложенийĕн-чен хатĕрлев ĕçĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Хатĕрлев тапхăрĕ вара ачасене текстпа хăйсене кирлĕ пек усă курма, текстăн содержанийĕпе, тытăмĕпе, стиль уйрăмлăхне шута илсе ĕçлес пултарулăха аталантарма майсем туса парать. Изложени çыракан урокра ачасене мĕнле хăнăху ĕçĕсем тутарасси вара чи малтан изложени тĕсĕпе çыхăннине палăртмалла. Кĕске изложенисем кирлĕ информацие суйласа илме, ăна кĕскен çырса кăтартма, автор кăтартнă пулăмсен, ĕç-пуçсен йĕркине сыхласа хăварма, геройсен кăмăл-туйăмпа шухăш-ĕмĕтне, тата вĕсен йĕри-таврашĕнчи лару-тăрăва улăштармасăр çырса кăтартма, пĕчĕк микротемăсене тупса палăртма, содержанине пĕтĕмлетме пĕлессипе çыхăнать.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕскен, пĕтĕмлетсе, авторăн тĕп шухăшĕсем, текстри пĕчĕк микротемăсем, аб-зацсен шучĕ, тĕпĕ-йĕрĕпе çырса кăтартнă япаласене кăларса пăрахни, пĕр евĕрлĕ пулăмсене пĕтĕмлетни, улăштарни, пĕрлештерни