Список публикаций по ключевому слову: «женская проза»
-
Çыравçăн ама несĕллĕх курăмĕ е литературăн илемлĕх тĕнчи («хĕрарăм прози» ăнлав тавра шухăшлани)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Мышкина Альбина Федоровна
- Рубрика:
- Журналăн ятарлă теми
- Аннотаци:
- Паянхи чăваш литератури, ытти халăхсен сăмахлăхĕ пекех, нумай енлĕн аталанать. Çакна çыравçăсен хайлавĕсенче совет литературирнче пулман пулăмсем аталанни те çирĕплетет. Çавăнпа та тĕпчевĕн паянхи кун пĕлтерĕшлĕхĕ «хĕрарăм прози» текен ăнлав чăваш литературинче йышăнакан вырăнĕпе пĕлтерĕшне палăртма кирлипе çыхăннă. Чăваш литературин илемлĕх тĕнчине чи малтанах халăх тĕнче курăмĕ, чăваш чĕлхин уйрăмлăхĕсем калăплаççĕ. Нумай чух вырăс тата тĕнче литературишĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсем чăваш литературишĕн пачах та ют. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ – литература хайлавĕн илемлĕх тĕнчи тÿррĕнех авторăн ар уйрăмлăхĕпе çыхăнманнине кăтартса парасси. Тĕпчев материалĕ статьяра чăваш литературин хĕрарăм çыравçисен (Ю. Силэм, У. Элмен, Р. Прокопьева) проза хайлавĕсем пулса тăнă. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: чăваш литературиче «хĕрарăм прози» текен пулăм пур тесе иккĕленÿсĕр калама çук, мĕншĕн тесен унăн паллисем çыравçăсен психологиллĕ, философиллĕ тата лирикăллă стильпе çырнă хайлавĕсен уйрăмлăхĕсем пулса тăраççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- жанр, хĕрарăм прози, хĕрарăм тĕнче курăмĕ, хĕрарăм сăнарĕ, çыравçă стилĕ