Список публикаций по ключевому слову: «универсальный подход»
-
Эфиопире акӑлчан чӗлхин грамматикине вӗрентес ĕç çине дифференциациленӗ вӗренӳ практики витӗм кÿнине тĕпчесси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Мелка Йиргалем Гирма, Джатта Итало Берисо
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ҫак тӗпчев ĕçĕн тӗллевӗ – вӗренӳ практикинчи дифференциаци эффектне тӗпчесси, тĕрĕсрех каласан – шкул условийӗсенче хальхи лару-тӑрăва шута илсе Эфиопири вӗренӳ программине улшӑнусем кӗртесси шутланать. Тӗпчев меслечӗ – грамматикăна вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗн шайне ҫирӗплетме пулăшакан малтанах тӗрӗсленӗ квазиэкспериментлă тишкерӳ (тĕпчев объекчĕ çине тÿррĕн витĕм кÿмесĕр айккинчен сăнаса тунă пĕтĕмлетÿ) пулчӗ. Тĕпчевçĕ ятарласа хатĕрлемен 12 вӗренекенрен тӑракан икӗ класа суйласа илнĕ. Акăчан чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине кăтартакан грамматика тесчĕн результачӗсем тӑрӑх тивĕçлĕ даннӑйсем пухнӑ. Эксперимента юпа уйăхĕнчен пуçласа кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен 12 эрне тăршшĕ ирттернӗ. Эксперимент ирттерекен ушкăнра дифференциациленӗ майпа вӗрентмелли меслетсен шутне çаксене кĕртнĕ: ушкӑнсене ҫӗнетсе-улăштарса пыни, нумай шайлă заданисем пани, вӗренекен материал калăпăшне ÿстерни тата хăнăхтарусене çирĕплетни. Сăнав ушкăнĕсенче вӗренекенсен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен йӑлана кӗнӗ вӗренӳ меслечӗсемпе анчах усӑ курнӑ. Ҫак ушкăнсенче занятие чӗлхене алла илме тӗллев лартнă, анчах та базӑри вӗренӳ материалӗнче сӗннӗ хăнăхтарусене анчах пурнăçланă. Пуçтарнă даннӑйсене SPSS v. 24 программа пулӑшнипе анализ тунă. Пухнă даннӑйсем тӗрӗс пулнине çирĕплетсен эпир вӗсене пурне те экспериментен пулнă тата эсперимент хыççăн пухнă информацие пӑхӑнакан тата пӑхӑнман t-критери тӑрӑх эксперимент турӑмӑр. Тӗпчев результачӗсем эксперимент ирттерекен ушкӑнӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӗрӗслев ушкӑнӗн результачӗсенчен чылай уйрӑлса тӑнине кӑтартса пачӗҫ. Эксперимент ирттерекен ушкăнри результатсен тишкерĕвĕ пире экспериментченхи кăтартусем эксперимент хыççăнхи результатсенчен япӑхрах пулнине ҫирӗплетсе пачĕç. Пӑхӑнакан тата пӑхӑнман t-критерисем виҫеллӗ те ăнăçлă хак параҫҫӗ. Эксперимент иртекен ушкăнри занятисен эффектне тишкерни акӑлчан грамматикине вӗренекенсем лайăхрах алла илнине кӑтартрӗ. Асӑннӑ результатсене тӗпе хурса вӗренекенсен результачӗсем лайӑхланни пирки пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ҫапла вара, пирĕн тĕпчев шкулсен вӗренӳ планне тӗрлӗ енлĕ хăнăхтарусем кĕртни вӗренекенсен кӑтартӑвӗсене лайӑхлатма пулăшнине кӑтартса пачӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вӗренӳ программи, дифференциациленӗ вӗренӳ практики, универсаллӑ майсем, акӑлчан грамматики, акӑлчан грамматикине вӗрентес ĕçри ҫитӗнӳсем