Тӗп сӑмах тӑрӑх публикацисен списокӗ: «evolution»
-
Вĕренÿпе ăслăлăх çыхăнăвĕн контекстĕнче аслă шкулăн ăслăлăх хевтине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă хăш-пĕр йывăрлăх
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Залунин Владимир Иванович
- рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ăслăлах, вĕренÿ тата производство хушшинчи килĕшĕве витĕм кÿрекен вăя тата çав институтсен çыхăну тапхăрĕсене пăхса тухнă, ăслăлăхпа вĕренÿ аталанăвĕн уйрăмлăхне тишкернĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевтипе усă курассипе çыхăннă йывăрлăха тата хальхи Раççейĕн аслă шкулĕнче ăслăлăхпа вĕренĕве лайăхлатма пулăшакан факторсене ăнлантарнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлÿ, ăслăлăх, вĕренÿ, аслă пĕлÿ, пĕлÿпе ăслăлăха институциализацилени, ăслăлахăн, вĕренĕвĕн тата практикăн çыхăну формисем, ăслăлăхпа техника прогресĕ, ăслăлăхпа техника революцийĕ, ăслăлăхпа вĕренÿ цивилизацийĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевти, аслă шкулăн ăслăлăх потенциалне пурнăçа кĕртессин йывăрлăхĕпе факторĕсем
-
Предметсене çыхăнтарса вĕрентесси – педагогикăн татса паман ыйтăвĕ
Ăслăлăх статйи
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Малиновская Нина Михайловна
- рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Хальхи эрăчченхи VІ–ІV ĕмĕрсенче абстрактлă математикăпа философи тĕвĕленнине статьяра информацин çынсен яланхи практики çӳллĕрех çĕкленнипе çыхăннă виççĕмĕш революцийĕ (ИР) тесе пăхнă. Автор вĕренӳ дисциплинисен содержанийĕ çине таянса философипе математика аталанăвĕн историне тĕплĕн тишкерет. Тĕп предмет шутланман факультетсенче философин вĕренӳ програм- мисене çĕнетесси паян куншăн татса паман пысăк ыйту пулнине ĕнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- практика, информаци революцийĕсем, чăн пурри, вĕренӳ дисциплини, тĕн вĕрентĕвĕ, ăслăлăх вĕрентĕвĕ, антиноми, категорисем çине таяннă шухăшлав