Список публикаций по ключевому слову: «Ядро высшего педагогического образования»
-
Хальхи аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тытӑмне аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Сабиров Салават Русланович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Педагогика аслӑ шкулӗ студентсен пултарулӑхне йӗркелеме тата татти-сыпписӗр вӗренме, интенсивлӑ социаллӑ пурнăç, экономика, политика тата технологи динамики тапхӑрĕнче кирлӗ професси тата харпӑрлăх тĕлĕшĕнчен хăй тĕллĕн аталанма тата хӑй тӗллӗн вĕренме хатӗр пулма вĕрентет. Ҫак статьян тӗллевӗ Раҫҫейри аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тытӑмне социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата обществӑпа политика условийӗсенче аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсене палӑртасси шутланать. Автор аслӑ педагогика шкулӗ аталанӑвӗн ҫакӑн пек ҫул-йӗрсене пӑхса тухать: аслӑ пĕлӳ парассине пĕртен-пĕр (уникаллă) наци системине куҫарасси, аслӑ педагогика вӗренӗвӗн результачӗсене хакламалли ҫӗнӗ модельсем тӑвасси, тĕрлĕ дисциплинӑсен çыхăнăвне шута илсе йĕркеленĕ «Аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тĕп пайне (тĕшшине)» ӗҫе кӗртесси, педагогика вузӗсен никӗсӗ ҫинче регионсем хушшинчи педагогика округӗсен тытӑмне йӗркелесси. Аслӑ пӗлӳ паракан ҫӗнӗ наци тытӑмне туса хурасси Раҫҫей педагогика вӗренӗвне хальхи, конкурентлӑ тата пахалӑхлӑрах тăвать, ҫавна май пулас педагогсене професси пӗлӗвне лайӑхлатма тата татти-сыпписӗр педагогика вӗренӗвӗн траекторийӗсене пурнӑҫлама условисем туса пама пулӑшать тенĕ çак ĕçре. Статьяра ҫӑлкуҫсене тишкерекен теори меслечӗпе, ҫавӑн пекех вӗсен никӗсӗ ҫинчи синтезпа усӑ курнă. Аслӑ вӗренӳ тытӑмне аталантармалли тата унӑн пысӑк пахалӑхне тивӗҫтермелли чи витĕмлĕ сăлтав студентсене паракан тĕп пӗлӳпе практика тĕлĕшĕнчен хатӗрлесси килӗшӳллӗн ҫыхӑнса тăни пулать тесе пĕтĕмлетӳ тунă.
- Тӗп сӑмахсем:
- аслӑ пӗлӳ, аслӑ педагогика пӗлӗвӗ, аслӑ пӗлӳ системи, Аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тĕп пайĕ (тĕшши), демонстраци экзаменӗ, вӗренӳпе педагогика округӗ
-
Становление дисциплины «Элементарная математика» в отечественном образовании
Статья в сборнике трудов конференцииПедагогика, психология, общество: от теории к практике- Автор:
- Стадник Светлана Сергеевна, Смыковская Татьяна Константиновна
- Рубрика:
- Общая педагогика, история педагогики и образования
- Аннотаци:
- Проведен ретроспективный анализ истории становления дисциплины «Элементарная математика» в отечественном высшем профессиональном образовании. Анализ программ данной дисциплины, реализуемой в различных вузах, позволил установить основные вехи в развитии дисциплины.
- Тӗп сӑмахсем: