Список публикаций по ключевому слову: «Лакан»
-
Искусственный интеллект как экран для проекций: психоаналитические концепции в осмыслении цифрового взаимодействия
Конференци статьяПсихология коучинга: методология, теория, практика. Доказательный подход- Автор:
- Дрындина Ирина Сергеевна
- Рубрика:
- Цифровые инструменты и искусственный интеллект в коучинге
- Аннотаци:
- Статья посвящена психоаналитическому осмыслению взаимодействия человека с системами искусственного интеллекта (ИИ) в контексте коучинговой практики. Автор рассматривает ИИ не только как технологический инструмент, но прежде всего как специфический психический объект, на который пользователь проецирует свои внутренние конфликты, тревоги и ожидания. Для теоретического обоснования этого тезиса привлекается ряд психоаналитических концепций: понятие «заместителей органов» как ответ на тревогу, актуализированную социальными контактами З. Фрейда (1930), концепт «мертвой матери» А. Грина (1980), лакановская категория «большого Другого», а также теория переходных объектов Д. Винникотта в интерпретации Р. Харриса (1996). Анализируется, каким образом отсутствие подлинной субъектности у ИИ при одновременной имитации эмоционального присутствия воспроизводит структуру объектных отношений раннего детства. Показано, что паттерны использования ИИ клиентами могут служить диагностическим материалом, раскрывающим их объектный мир и актуальные внутренние конфликты. Отдельное внимание уделяется профессиональным рискам для коуча, связанным с собственными проекциями на ИИ и тревогой о будущем профессии. Делается вывод о целесообразности рассматривать ИИ как идеальный экран для проекций и о необходимости создания рефлексивных пространств для коучей.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Колледж студенчĕсен психика тăрăмĕн рефлексийĕпе психика ырлăхĕн çыхăнăвĕ
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Велиева Светлана Витальевна, Зорина Елена Вячеславовна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяна колледж студенчĕсен хăйсен психика тăрăмне харпăр тĕллĕн тишкерсе кирлĕ ĕç тума пултараслăхĕпе психика ырлăхĕн тĕрлĕ енĕсем пĕр-пĕринпе епле çыхăннине халалланă. Тĕпчев тĕллевĕ – çак çыхăнăвăн хăй евĕрлĕхне вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕнче иртекен вĕренӳ лару-тăрăвĕнче тупасси тата тишкересси. Тĕпчеве Шупашкар медицина колледжĕн 15–24 çулсенчи студенчĕсем хутшăннă. Кăтартусем пухма психика диагностикин стандарт картинче тăракан меслечĕсемпе усă курнă. Вĕсен шутĕнче – уйрăм çыннăн рефлексилĕхне тупма май параканнисем (А.В. Карповăн, В.В. Пономаревăн), пăшăрханулăха палăртаканнисем (Д. Спилбергерăн), психика тăрăмне пĕлмеллисем (Г. Айзенкăн) тата психика ырлăхне виçмеллисем (К. Риффăн). Акă мĕн тупса палăртнă: харпăр хăй психика тăрăмне сăнаса тишкерни тата тивĕçлĕ ĕç туни (рефлексийĕ) студентсен психика пурнăçĕн тĕрлĕ енĕпе статистика енчен пĕлтерĕшлĕ, çапах пĕлтерĕшĕсем тĕрлĕрен. Пăшăрханупа çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхнин çыхăнăвне лайăх сăнама пултарнине тата пурнăçа ăнланнипе кашни хăйне туйни ырă енлĕ иккенне асăрханă. Агрессилĕхе хирĕç çыхăну пуррине палăртнă. Çав вăхăтрах психологи ăнăçлăхĕ кăтартăвĕн пысăк ушкăнĕпе рефлекси пĕлтерĕшлĕ çыхăну хушшинче (К. Рифф кăтартăвĕсемпе) тата психологи ырлăхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ хушшинче пĕлтерĕшлĕ килĕшӳ тупман. Пухнă результатсем рефлекси (студентсем хăйсене сăнаса кирлĕ ĕç тума пултараслăхĕ) комплекслă пулнине палăртаççĕ тата вĕренӳре студентсен психологи сывлăхне упрассишĕн рефлексин хăнăхма ансат формисене аталантарма сăлтав пуррине кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- агрессилĕх, пăшăрханулăх, рефлекси (харпăр хăйне сăнаса кирлĕ ĕç тума пултараслăх), психика тăрăмĕсем, психологи ырлăхĕ, фрустраци (палăртнине пурнăçлама май çуккине пĕлнипе пулакан пăшăрханулăх), ригидлăх (çĕнĕ лару-тăрава хăнăхма пултарайманлăх)
-
5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсене эксперимент мелĕпе тĕпченин результачĕсене çырса кăтартнă. Палăртнă ыйтăва тĕпченин сăлтавĕ тесе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче юлашки вунă çуллăхсенче çемье çыхăнăвĕсем пулас ăру аталанăвне сиен кӳрсе улшăннине пăхмалла. Ку ыйту картинче тĕп вырăнта малашне ачаран мĕнле çын пулассине, ача хăйне ЭПĔ тесе ăнланассине никĕслекен шкул умĕнхи тапхăр тăрать. Çав вăхăтрах, ыйтăвăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ пысăк пулин те ăна çак таранччен те татса паман. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – 5–6 çул тултарнă ачасен харпăр ăнланăвĕн тытăмне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусене тĕпе хурса палăртасси. Тĕпчев меслечĕсен шутне тĕпчев ыйтăвĕпе çыхăннă ăслăлăх литературине теори енчен тишкерсе пĕтĕмлетни, констатаци тумалли эксперимент, пухнă материала хисеп тата пахалăх енчен тишкерни, ăна ăнлантаракан меслет кĕреççĕ. Тĕпчев результачĕсем: эксперимент тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх, 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă чух палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем акă епле палăраççĕ: ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче килĕшӳллĕ çыхăнусем пурри çавнашкал хутшăнусем çуккипе танлаштарсан ача ăсĕнче «ЭПĔ» ăнлава çӳллĕрех шая çĕклет, ача хăйне шута илнине курма, арлăх енчен кам пулнине пĕлме, хăй вăхăтпа çыхăннине туйма, хăйĕн мĕнле ирĕклĕхпе тивĕç пуррине ăнланма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын, харпăр ăнлавĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусем, шкула каяс умĕнхи аслă ӳсĕм ачисем
-
Психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт тĕпчени
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Воробьева Марина Анатольевна, Колмакова Валентина Владимировна, Соколова Анжела Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт хушши танлаштарса тĕпченин результачĕсене илсе кăтартнă. Психика аталанăвĕ кая юлакан çамрăксен пурнăçра пĕлтерĕшлĕрех тесе шутлакан пахалăх тĕсĕсене Екатеринбургăн 157-мĕш вăтам шкулĕнче 2021-мĕш çултан пуçласа 2023-мĕш çул вĕçĕчченхи тапхăрта тĕпченĕ. Пурнăçра кирлĕрех тесе шутлакан пахалăх енĕсен диагностикине икĕ методикăпа усă курса пурнăçланă: «Пурнăçăн пахалăх енĕсен ориентацине тĕпчемелли методикăпа» (М. Рокич), «Пурнăçăн пахалăх енĕсен иеархийĕпе» (Г.В. Резапкина). Тĕпчев психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен тантăшĕсем пурнăçа пĕрешкел хакланине, анчах хаклавра куçа курăнакан хăш-пĕр уйрăмлăх пуррине кăтартса пачĕ. Ку уйрăмлăхсем психика аталанăвĕ кая юлакан ачасене пайăррăн пулăшмаллине уçăмлатрĕ. Çакă вара кашни ачана аталанма пулăшать. Тĕпчев кăтартăвĕсем педагогсене, ача ашшĕ-амăшне тата психика кăлтăкĕ пур ачасене аталантарас тесе ĕçлекен специалистсене кăсăклантармалла. Сывă çамрăк çынсен тата психика енчен кăлтăклă яшсемпе хĕрсен пурнăç пахалăхĕ епле аталаннине тĕпчени танлаштаруллă тишкерӳ тума тата çамрăк ывăлпа хĕр ачасен пурнăç пахалăхĕн аталанăвĕнче мĕнлерех туртăм пулнине асăрхама май пачĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пахалăхсем, пахалăхсен иерархийĕ, психики аталанăвĕ кая юлакан çамрăксем, психики йĕркеллĕ ачасем
-
Влияние психоанализа на формирование концепции «символического капитала» и «габитуса» Пьера Бурдье
Кĕнеке сыпăкĕ
Педагогика и психология как науки формирования потенциала современного общества- Автор:
- Кугай Александр Иванович
- Рубрика:
- Глава 9
- Аннотаци:
- В главе на основе работ З. Фрейда и Ж. Лакана раскрывается воздействие психоаналитической теории на формирование концепций «символического капитала» и «габитуса» Пьера Бурдье. Социология не претендует на то, чтобы заменить психоанализ своим способом объяснения; речь идет только о том, чтобы по-другому конструировать определенные данные, которые психоанализ также принимает в качестве своего объекта. Социология и психоанализ выступают как разные, дополняющие друг друга подходы к одному и тому же, последнее – как внутреннее по отношению к первому. Психоанализ предлагает более богатый набор понятий для анализа идиосинкразического смысла, который разные люди придают общим социальным условиям. Социология и психология должны объединить свои усилия, но это потребует от них преодоление их взаимной подозрительности, анализа генезиса инвестиций в область социальных отношений, конституированных как объект инвестиций и забот, как принцип инвестирования в социальную игру. Идеи Бурдье, включая концепции габитуса и символического капитала, в ходе их дальнейшего взаимопроникновения с психоаналитическими теориями. откроют новые горизонты понимания социальной реальности.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Шкула каякан кĕçĕн çулхи ачасен пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнипе дисграфине тӳрлетеси
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Сибарова Мария Антоновна, Султанбаева Клавдия Ивановна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра логопедăн пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнине пула çыру пăсăлнă ачасемпе тăвакан тÿрлетÿ ĕçĕн содержанине уçса панă. Статья тĕллевĕ ‒ пуплевре çитменлĕх пур ачасене дисграфирен хăтарас енĕпе тăвакан ĕçĕн тухăçлăхне кăтартасси пулса тăрать. Юлашки çулсеенче пуплевĕ кăлтăклă ача йышĕ ÿссех пыни ыйту паян куншăн питĕ пĕлтерĕшлине тата педагогсемпе логопедсен ачасене вăхăтра пулăшу пама тивĕçлĕх пуррине кăтартать. Пуплев аталанманнипе çыхăннă дисграфие вăхăтра тупса палăртманни тата юсав тÿрех пуçламанни малашне шкулта вĕренÿ прграммине алла илме тата ачасене нумай енлĕн аталантарма чăрмантарать. Тĕпчев меслечĕ. Авторсем О.Б. Иншакова меслечĕпе усă курса ирттернĕ диагностика материалĕпе паллаштараççĕ. Ку меслет специалистсене кĕçĕн класс ачисен çыру пуплевĕнче тĕл пулакан кăлтăкĕсене тата вĕсен аталану шайне тупса палăртма май парать. Кунсăр пуçне кĕçĕн классенче педагогсем пуплевре кăлтăк пур ачасене çырура пулăшма усă куракан меслетсене сĕннĕ. Тĕпчев результачĕсем. Тĕрĕслев эксперименчĕ кăтартнă тăрăх, пуплевĕ аталанман ачасен, пуçламăш классенче, дисграфирен килекен йăнăш шучĕ 35 процент чухлĕ чакать. Пĕтĕмлетÿсем. Кĕçĕн класс ачисен çырăвне тĕпченин результачĕсем логопед коррекци ĕçне сасăсене уйăрса илессипе, сасăсене калама хăнăхтарассипе, сăмахсен сассисене уйăракан тата пĕрлештерекен ханăхтарусемпе çыхăнтармаллине тата кĕçĕн класс ачисен сăмах пуянлăхне çирĕплетсе, пунлатса пымаллине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕçĕн шкул ÿсĕмĕ, дисграфи (çыру процесĕнче пулакан кăлтăк), çыру (çыру пуплевĕ), пуплев пĕтĕмĕшлĕн аталанманни, тÿрлетÿ (коррекци)
-
Акăлчан чĕлхи раççей вузĕсенче академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Шеина Елена Сергеевна
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Статьяра тăван чĕлхе акăлчан чĕлхи мар патшалăхсенче «Акăлчан чĕлхи академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр» дисциплинăна васкавлă кĕртес туртăма пăхса тухнă. Оксфорд университечĕн педагогика факультетĕнче J. Dearden ертсе пынипе тата Британии Канашĕ пулăшнипе ирттернĕ тĕпчев çине таянса автор çĕнĕ пулăма пĕтĕмĕшле ăнлантарать, дисциплина тĕллевне уçăмлатать, тĕнчепе сарăлакан пулăма кĕнĕ патшалăхсем, вăл шутра Раççей те, мĕн кĕтнине тишкерет, акăлчан чĕлхи преподавателĕсем умне тухса тăнă йывăрлăхсене кăтартать. Тĕпчевçĕ «Акăлчан чĕлхи академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр» дисциплинăна кĕртнин хăш-пĕр аспектне ăнлантарать, вĕсене профессионалсем расна хакланине, çавна май тишкермелли_тĕпчемелли сăлтав кĕрет пуррине палăртать.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчан чĕлхи – академии дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр, акăлчан чĕлхи – тăван мар чĕлхе, тăван чĕлхе, тĕнчепе сарăлакан пулăм, йывăрлăх, тĕпчев
-
Атăл тăрăхĕнче тĕл пулакан шăхаль топоним (этимологипе фольклор витĕм кӳнĕ шухăш çул-йĕрĕ)
Ăслăлăх статйи
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Исаев Юрий Николаевич
- Рубрика:
- 1
- Аннотаци:
- Статьяра Шăхаль топонимăн этимологине, чăвашсем Атăлăн анат енчен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна Ют çĕрелле куçнă май чăвашла панă ял ячĕсем мĕнле йĕр хăварса пынине пăхса тухнă. Чăваш чĕлхине араб тата мари чĕлхисенчен кĕнĕ пайрăмсене палăртнă. Архив материалĕсене тишкерсе истори факчĕсене палăртни Шăхаль ойконимăн лексика тата фонетика варианчĕсем епле сарăлнин историпе этимологи çул-йĕрне тупма май парать. Çакăнпа пĕрлех, Чăваш енĕн топонимика материалне ку е вăл ученăй еплерех ăнлантарнине те кăтартнă. Статьяра çырса панă тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ансат – тăван ен культурин историне топонимсем çине таянса каласа пама йывăр маррине кăтартасси. Кашни çын мĕн вуланине хăйĕн тавра курăмĕ витĕр кăларать: пĕри – ахаль çын пек, тепри – ăслăлăх çынни пек. Тăван ен историне лайăх пĕлес тесен топоними материалне истори енчен тишкерсе ушкăнламалла. Пирĕн тăван ен халăхĕн чĕлхи пуян, пуплевĕ илемлĕ. Çавăнпа та топонимсене ăнланса вулакан çынна кăсăк пулăмпа фактсем çинчен нумай пĕлме май пур.
- Тӗп сӑмахсем:
- Нăрваш Шăхаль, араб чĕлхинчен йышăннă пайрăмсем, аташуллă тĕл пулакан лексика, çын ячĕпе çыхăннă топонимсем, топонимика, Мари Эл, топонимсен этимологийĕ, Чăваш Республики, Тутар Ен, чăваш халăхĕ истори тапхăрĕнче пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳрени