Список публикаций по ключевому слову: «спортсмены высокого класса»
-
Спорт гимнастикинче хак памалли системӑна шута илсе пысăк класлă гимнасткăсен ӳт-пĕвне çирĕплетсе аталантарни
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Тупоногова Ольга Васильевна, Арансон Максим Всеволодович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Спорт гимнастикинче кăтартакан программӑсене хальхи вӑхӑтра программа кӑткӑслӑхне шута илекен хаклав системине пăхса йĕркелеççĕ. Питĕ кăткăс ҫӗнӗ элементсене алла илес тата вӗсене май килнӗ таран ытларах программăна кĕртес тесен гимнасткăсен ӳтпĕвне лайăхрах аталантармалла, çирĕплетмелле. Тӗпчев тӗллевӗ – хальхи вӑхӑтри спорт гимнастикинче усă куракан хаклав системине шута илсе ют ҫӗршывсенче пичетленнĕ ăслăлăх ĕçĕсен материалӗсем тӑрӑх пысăк класлă гимнасткăсен ӳтпĕвне çирĕплетсе аталантармалли уйрӑмлӑхсене тупса палӑртасси. Тӗпчев меслечӗсем: спорт гимнастикипе çыхăннă 2018–2022 ҫулсенче пичетленнĕ ăслăлăх ĕçĕсене тишкерсе тухни. Пирвайхи шырав вӑхӑтӗнче тĕл пулнă статьясенчен 34 ӗҫ суй-ласа илнӗ. Вĕсем спортсменкăсем пысăк результат кăтартнипе ӳтпӳ тӗрлӗ енлӗн аталанни пĕр-пĕринпе ҫыхӑнса тӑнине туллин кăтартаççĕ. Спорт гимнастики аталанăвĕ меслетлĕхĕн хальхи вăхăтри тăрăмĕ ӳтпĕве çирĕплетес ĕçре вăйхала аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса панӑ. Гимнасткӑн ӑмӑрту программинче вӑйхала аталантармалли меслетлĕх чи кирлĕ, приоритетлӑ дисциплина шутланать. Питĕ кăткăс программӑсене пурнăçланă чухне гимнастка ӳт-пĕвĕн пĕтĕм мышци вăйлă пулни пĕлтерĕшлĕ: расна шайри пăрăссем (бруссем) ҫинче тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлама ӳтпӗвӗн ҫӳлти пайӗсемпе алă, хул мышцисене вăйлă аталантармалла; ирӗклӗ упражненисене пурнăçланă чух питĕ вăйлă урасем тата чӑтӑмлӑх малти вырăнта тăраççĕ; тĕревлĕ сикĕ пурнăçланă чухне хӑвӑртлăх кирлĕ; пӗренесем ҫинче хăнăхтару пурнăçлама ӳтпĕве тӳрĕ, шайлашуллă, пĕр тан тытма пĕлмелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- спорт гимнастики, пысăк класлă спортсменсем, очко шутлавĕн системи, ӳт-пĕве аталантарни, вӑй-хала çирĕплетни