Сăлтавласа вĕрентни (мотиваци) – вӗренӳ процесӗн тухӑҫлӑхне ӳстермелли меслет (кăркăс чӗлхи тӗслӗхӗ тăрăх)
Аннотация
Вӗренӳре мотивацие ӳстерес ыйту кирек мӗнле предметра та вырăнлă. Сăлтавласа вĕрентни – кирек мӗнле вӗренӳ ӗҫӗн тухӑҫлӑхне те ӳстермелли мел, çакна кăркăс чӗлхине вӗреннĕ чухне те асăрхама пулать. Ҫак ӗҫре кăркăс чӗлхине вӗреннӗ чухне мотивацие ӳстермелли тӗрлӗ майсене, мелсене тата меслетсене пӑхса тухнӑ. Палӑртнӑ темӑпа çыхăннă литературӑна тишкерни тӗпчев меслечӗ пулса тӑчӗ. Студентсен тӗллевӗсене тата вĕсем мӗнпе кăсăкланнине шута илсе, вӗсене харпăр тĕнче куравĕн элеменчĕ вырӑнне хурса, преподавательсем мотиваци ҫине кĕретсĕррĕн витӗм кӳме, кирлӗ условисем туса пама пултарнине ӑнланмалла....
подробнее