Физкльтура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн функцийě
Аннотация
ку статьяра аслă вěренӳ заведенийěсенче вěренекен студентсен физкультура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн мелěсемпе меслечěсене тěпчессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Автор педагогика тěрěслевěн формисене кăтартать. Вěсем творчествăпа практикăра опыт пухма, хул-çурăм вăйне аталантарма, организмăн функци пултараслăхне вăйлатма, студентсене хăйсем тěлллěн ěçлесе хăйсене хăйсем тěреслеме, кашни хăй тěллěн заняти ирттернě чухне организм ěçě-хěлěн лару-тăрăвне тěреслеме хăнăхма май панине ěнентерет.
подробнее