Техника университетӗнче вӗренекен студентсен пăшăрхану чăтăмлăхне тӗпчени
Аннотация
статьяна техника специальноçне вěренекен студентсен пăшăрхану (стресс) чăтăмлăхне тěпчессине халалланă. Студентсем пурнăçăн ку е вăл лару-тăрăвěнче хăйсене епле тыткаланин тěрлě уйрăмлăхне пăхса тухнă. Студентсен пăшăрхану туйăмне йывăрлатакан пурнăç лару-тăрăвне тупса палăртнă. Студент йышěнче тěл пулакан психопатипе чирлес туртăмăн ку е вал уйрăмлăхне кăтартнă. Пăшăрханăва сирсе яма усă куракан сиенлě мелсене пăхса тухнă. Стресран хăтăлма пулăшакан витěмлě мелсене ăнлантарнă. Норма шайěнче тăракан, анчах унтан иртсе кайма пултаракан пăшăрхану чăтăмлăхне кăтартнă.
подробнее