Список публикаций по ключевому слову: «шкул»
-
Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта акăлчан чĕлхи урокĕсенче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курасси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Лестенко Александра Олеговна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра вăтам шкулăн вăтам тапхăрĕнче акăлчан чĕлхипе урок ирттернĕ май лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курнин уйрăмлăхĕсене пăхса тухнă. Ĕçĕн тĕллевĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен ачана акăлчан чĕлхине алла илме хăнăхтарнă май пуплев лексикине аталантарасси, вĕренÿ пахалăхне ÿстерме май паракан меслетлĕх мелĕсене тĕрĕслесе вĕсемпе практикăра усă курма сĕнесси пулса тăрать. Лартнă тĕллевпе килĕшÿллĕ çакнашкал задачăсене палăртнă: 6-мĕш класс ачисене ют чĕлхене вĕрентнĕ май лару-тăрупа вăйă мелĕпе усă крма юрăхлă хăнăхтару комплексне тăвасси, акăлчан чĕлхи урокĕсенче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курасси. Практикăпа теори енчен пĕлтерĕшлĕ лексика хатĕрĕсене алла илме системăлăх тăвасси, лексика хатĕрĕсемпе усă курма вĕрентнĕ май ĕç умне (унăн тренировка тата сăмахсене чĕрĕ пуплеве кĕртнĕ тапхăрĕсенче) тăратнă требованисене тивĕçтерекен çĕнĕ мелсене тĕпчесси тата вĕсемпе тăтăш усă кураслăха ÿстересси. Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ акă мĕнпе çыхăннă: ĕçĕн результачĕпе вăтам шкулта ют чĕле вĕрентнĕ май усă курма пулать, чĕлхе материалĕпе вĕрентĕвĕн хăш тапхăрĕнче усă курасси уçăмланать, вырăс чĕлхи урокĕсен тухăçлăхĕ ÿсет. Статьяра ‒ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн 6-мĕш класĕнче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курнин тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă. Эксперимент умне лартнă пĕтĕм тĕллевпе задачăна пурнăçланă. Кунсăр пуçне тĕпчевçĕ сĕннĕ педагогика условийĕсем (лару-тăру тăвасси тата вăйă мелĕпе усă курасси) практикăшăн усăллă пулнине ĕнентернĕ. Материала тĕпе хурса çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: акăлчан чĕлхи урокĕсенче лексика вĕреннĕ май лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курни малашлăха туртакан вăй парать, ĕç пуçламăшĕнче лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, ют чĕлхесене вĕрентесси, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, лексика хăнăхăвĕ (сăмахпа усă курас хăнăху), вăйă мелĕ, лару-тăрупа вăйă мелĕ, юла юпни, калаçу хăнăхăвĕ
-
Пĕрлехи ĕç шкулĕн идея çăл куçĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Поздняков Александр Николаевич
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ ‒ Октябрь революцийĕчченхи тата революци хыççăнхи пирвайхи çулсенче пичетленсе тухнă материала тишкерсе Совет ĕç шкулĕн никĕсне тунă теори идейисемпе практика опытне палăртасси. Тĕпчев материалĕ. Тĕпчевĕн тĕп çăл куçĕ – анăç тата Совет педагогика ăслăлăхĕн представителĕсем XX ĕмĕрĕн малтанхи вунă çулĕнче çырса кăларнă ĕçсем. Тĕпчев результачĕ тата пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн çăл куç никĕсне тишкерни XIX ĕмĕрн вĕçĕпе XX ĕмĕр чиккинче ĕç шкулĕн вăй илсе аталаннă теорийĕпе практикине тытса пымалли идейăна тупма май пачĕ. Ун чухнехи ĕç шкулĕн идейи ĕç принципĕ çине никĕсленĕ сапăрлав тĕллевĕ ачан интеллигент ăс-халне пĕтĕмĕшле аталанăвĕ валли май тупса парасси, çут çанталăка сăнаса тăрасси тата кашни хăй тĕллĕн тĕпчесси, опыт мелĕпе пĕлÿ илме пулăшас- си, ăна малалла аталантарса анлăлатас, çавна май пĕлĕве тарăнлатса пĕтĕмĕшле тĕнче курăм йĕркелесси пулса тăнă. Тупса палăртнă идея никĕсĕ Советсен çĕнĕ шкулĕ еплерех пулмаллин проектне тума пирвайхи услови пулса тăнă. Апла пулин те, 1920 çулсен вĕçĕнче, халăха пĕлтернĕ идейăсем Советсен патшалăхпа политикине тивĕçтер- ми пулсан, çине-çине йăнăш сике-сике тухсан тата пурнăçа кĕртнĕ чухне çитменлĕх курăнма пуçласан ĕç шкулĕ кирлĕ пулма пăрахать.
- Тӗп сӑмахсем:
- сапăрлавăн ĕçлĕлĕх меслечĕ, ĕç шкулĕ, вĕренÿ тĕллевĕ, вĕренÿ содержанийĕ, вĕренттÿ меслечĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хутшăнăвĕ
-
Шкула каякан кĕçĕн çулхи ачасен пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнипе дисграфине тӳрлетеси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Сибарова Мария Антоновна, Султанбаева Клавдия Ивановна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра логопедăн пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнине пула çыру пăсăлнă ачасемпе тăвакан тÿрлетÿ ĕçĕн содержанине уçса панă. Статья тĕллевĕ ‒ пуплевре çитменлĕх пур ачасене дисграфирен хăтарас енĕпе тăвакан ĕçĕн тухăçлăхне кăтартасси пулса тăрать. Юлашки çулсеенче пуплевĕ кăлтăклă ача йышĕ ÿссех пыни ыйту паян куншăн питĕ пĕлтерĕшлине тата педагогсемпе логопедсен ачасене вăхăтра пулăшу пама тивĕçлĕх пуррине кăтартать. Пуплев аталанманнипе çыхăннă дисграфие вăхăтра тупса палăртманни тата юсав тÿрех пуçламанни малашне шкулта вĕренÿ прграммине алла илме тата ачасене нумай енлĕн аталантарма чăрмантарать. Тĕпчев меслечĕ. Авторсем О.Б. Иншакова меслечĕпе усă курса ирттернĕ диагностика материалĕпе паллаштараççĕ. Ку меслет специалистсене кĕçĕн класс ачисен çыру пуплевĕнче тĕл пулакан кăлтăкĕсене тата вĕсен аталану шайне тупса палăртма май парать. Кунсăр пуçне кĕçĕн классенче педагогсем пуплевре кăлтăк пур ачасене çырура пулăшма усă куракан меслетсене сĕннĕ. Тĕпчев результачĕсем. Тĕрĕслев эксперименчĕ кăтартнă тăрăх, пуплевĕ аталанман ачасен, пуçламăш классенче, дисграфирен килекен йăнăш шучĕ 35 процент чухлĕ чакать. Пĕтĕмлетÿсем. Кĕçĕн класс ачисен çырăвне тĕпченин результачĕсем логопед коррекци ĕçне сасăсене уйăрса илессипе, сасăсене калама хăнăхтарассипе, сăмахсен сассисене уйăракан тата пĕрлештерекен ханăхтарусемпе çыхăнтармаллине тата кĕçĕн класс ачисен сăмах пуянлăхне çирĕплетсе, пунлатса пымаллине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕçĕн шкул ÿсĕмĕ, дисграфи (çыру процесĕнче пулакан кăлтăк), çыру (çыру пуплевĕ), пуплев пĕтĕмĕшлĕн аталанманни, тÿрлетÿ (коррекци)
-
Тутар Республикинче «Шкул кооперацийĕ» проекта пурнăçласси çинчен
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Астраханцева Елена Анатольевна, Гатина Эльвира Арслановна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статья вулакана ял шкулĕсенче профориентаци ĕçне тума, коопераци предпринимательлĕхне асăрхама, Хусан коопераци институтĕнче пурнăçлакан «шкул кооперацийĕ» проектăн результачĕ пирки халăхра хыпар сарма тимлет. Тема паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулни çакнашкал сăлтавсемпе çыхăннă: хальхи çамрăк йыш пурнăçра, уйрăмах ял талккăшĕнче, хăй вырăнне тупма, тăван çĕрте-шывра йĕркеллĕ пурăнса кайма çук тесе шухăшлать. «Шкул кооперацийĕ» проекта хатĕрлесе чăнлăха кĕртсе пыни çамрăк çынсене, ял шкулĕнче вĕренекенсене ял территорийĕсенче (тата / е хуласенче) коопераци енĕпе ĕçленине пула бизнес тытса пыма май пуррине ĕнентерет. Тĕрлĕ даннăя тата шкулсенче, ТР район администрацийĕсенче тата РФ ытти регионĕсенче нумай хут ирттернĕ ыйтăм материалне тишкернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума май килет: хальхи çамрăксем яллă вырăнта юласшăн мар. Ирттернĕ мониторинг республикăн нумай районĕнче уйрăм специалистсем çуккипе кадр «выçлăхĕ» пуррине кăтартать. Результатсем. Илнĕ даннăйсем çине таянса пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли çул-йĕр палăртнă, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви ырлакан, наци проекчĕсемпе вак проекчĕсене тивĕçтерекен «Шкул коопеперацийĕсен акселераторĕ» проекта пурнăçа кĕртме май пуррине кăтартнă. Коопераци пĕлтерĕшне халăра ăнлантарни тата коопераци ĕçне аталантарни малашне тулли цикллă коопераци тума май парать. Статья материалĕ район администрацийĕн пуçлăхĕсене, вăтам пĕлÿ паракан организацисен ертÿçисене коопераци предпринимательлĕхĕ çинчен пĕлÿ сарма, вырăнта судентсен кооперативĕсене туса хума усăллă пулĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, шкул кооперацийĕ, предпринимательлĕх, прекчт, пулăшу, коопераци институчĕ, шкулта вĕренекенсем, финанслав, хÿтĕлев, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви
-
Çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнни – çын аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ
Статья в сборнике трудов конференции
Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Игнатьева Анисия Павловна
- Рубрика:
- Обучение родным языкам и литературам в поликультурной среде
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи вахăтра нумайчĕлхелĕх анлă сарăлнă тапхăрта шкул ачисене мĕне вĕрентмеллине, хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине мĕнле тата мĕн валли вĕрентмеллине çырса кăтартнă
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕрентÿ, чăваш чĕлхи, Çутçанталăк, шкул, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекен
-
Куçарусăр вĕрентес меслетпе усă курни вырăнлă
Статья в сборнике трудов конференции
Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Анисимова Лариса Валерьевна, Егорова Алина Владимировна
- Рубрика:
- Обучение родным языкам и литературам в поликультурной среде
- Аннотаци:
- Аннотаци: статьяра вырăс программипе ĕçлекен шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес темăна хускатнă. Куçарусăр вĕрентес меслете тĕплĕн тишкернĕ. Пуçламăш шкулăн 1-3-мĕш класĕсем валли кăларнă «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» (авторĕсем: А.В. Блинов тата ыт.) вĕренÿ пособийĕсен паха енĕсене кашни класăнне уйрăммăн çырса кăтартнă. Авторсем куçарусăр вĕрентес меслет ачана чăвашла хутшăнма вĕрентмелли чи кирлĕ те тухăçлă меслет пулнине, 1-3-мĕш классем валли кăларнă «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» (авторĕсем: А.В. Блинов тата ыт.) вĕренÿ хатĕрĕсем чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентме май панине ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- чăваш чĕлхи, Тĕп сăмахĕсем: вĕрентесси, вырăс программипе ĕçлекен шкул, куçарусăр вĕрентес меслет, вĕренÿ хатĕрĕ, паха ен
-
Тутар Республикинчи чăваш ача сачĕсен ĕç опытĕнчен
Статья в сборнике трудов конференции
Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Маланчева Олеся Николаевна
- Рубрика:
- Обучение родному языку в полиязычной среде: этнокультурный аспект дошкольного образования
- Аннотаци:
- В статье представлен опыт работы педагогов дошкольной образовательной организации Черемшанского района Республики Татарстан. В шести организациях (из них две группы при школе) дети говорят на чувашском языке и приобщаются к чувашской культуре.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи, шкулчченхи вĕренӳ, вăйăсем, чăваш чĕлхи эрни, диаспора
-
Использование элементов здоровьесберегающих технологий на уроках чувашского языка и литературы
Статья в сборнике трудов конференции
Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Петрова Людмила Германовна, Николаева Татьяна Валериевна
- Рубрика:
- Современные технологии и электронные цифровые ресурсы в преподавании родных языков и литератур
- Аннотаци:
- Статьяра паянхи шкул вĕрентĕвĕнче ачан сывлăхне упрассин пĕлтерĕшне уçса панă. Асăннă статьяра авторсем сывлăха упрас технологин элеменчĕсемпе чăваш чĕлхи урокĕнче усă курассине пăхса тухса тишкереççĕ. Сывлăха упрас технологин элеменчĕсене урокра усă курни вĕренекенсен пултарулăхне уçма пулăшнине палăртаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкул, сывлăх, технологи, элемент
-
Кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисен ӳт-пӳ сывлăхĕ япăхланнин сăлтавĕсем çинчен
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Елецкая Кристина Анатольевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра ачасен сывлăхне сыхлассин тата çирĕплетессин, сывлăхлă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарассин çивĕч ыйтăвĕсене тишкернĕ. «Тăван тавралăх» предметăн вĕренӳ содержанине шута илсе сывлăха çирĕплетме май паракан урок сыпăкне тата «Сывлăх дневникĕ» пая çырса панă. Ку ĕç ачасене хăйсен сывлăхне пăхса тăма тата сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуçламăш вĕрненӳ, ӳт-пӳ сывлăхĕ, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачи, сывлăх дневникĕ
-
Пулас логопедсене хатӗрлеме пӗлӗт технологийӗсемпе усă курни («математикăна вӗрентмелли ( ятарлă) методика» предмет тӗслӗхӗ)
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Зенцова Инна Михайловна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах пулас логопедсене вěрентме яланхи технологисемпе усă курассин уйрăмлăхě çинчен пырать. Тишкерӳ предмечě валли пěлěт сервисěсене илнě. Статьян тěллевě «Математикăна вěрентмелли (ятарлă) методика» предмета вěрентнě май вěрентӳ витěмлěхне ӳстермелли яланхи технологисене тупса палăртасси пулса тăрать. Студентсене математика вěрентме пěлěт технологийěсенче кăтартнă ěçсем памалла. Тěпчев результачěсемпе аслă шкул преподавателěсем хăйсен ěçěнче усă курма пултараççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас логопедсем, пěлěт технологийěсем, математика вěрентмелли (ятарлă) методика, Аслă шкулăн федераци патшалăх стандарчě
-
Шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасене çĕнĕлле условисенче педагогика енчен ертсе пыни
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Демура Юлия Игоревна, Замашнюк Елена Вадимовна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул çулне çитмен ачасене педагогика тĕлĕшĕнчен ертсе пыни çине хальхи вăхăтра мĕнле пăхнине тишкернĕ. «Хавшак сывлăхлă ачасене тата вĕсен çемйисене ертсе пыракан служба» тата «Малтанхи пулăшу центрĕ» пек çĕнĕ условисенче куç вăйĕ чакнă ачасене ертсе пырассин уйрăмлăхĕсеене çырса панă. Ачасен куç вăйĕ чакса пынин сăлтавĕсене ĕнентернĕ, çак ушкăна кĕрекен ачасене вĕрентессин тĕллевĕсемпе задачисене çырса панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- ертсе пыни, педагогика енчен ертсе пыни, çĕнĕлле условисем, шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасем, хăйне евĕрлĕ вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, малтанхи пулăшу служби, ертсе пыракан центр, хавшак сывлăхлă ача тата унăн çемйи
-
Раççейӗн педагогика аслӑ шкулӗнче психологи пӗлӗвӗ вӑй илсе аталанни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Безуглая Татьяна Искяндяровна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра Раççей педагогика пӗлӗвӗ XІX – XX ӗмӗрсен чиккинче епле аталаннине кӑтартса панӑ. Асӑннӑ тапхӑрта психологи ӑслӑлӑхӗ философи картинчен тухса уйрӑм ӑслӑлӑх шайне çитмелӗх аталаннин сӑлтавне ӑнлантарнӑ. Учительсен XІX ӗмер вӗçӗнче Раççейре ӗçленӗ институчӗсене тишкернӗ, вӗсен вӗрентӳ содержанине тата ун чухнехи педагогика вӗренӗвӗ мӗн пулнине çырса кӑтартнӑ. Кунсӑр пуçне тата XX ӗмӗр пуçламӑшӗнче (уйрӑмах революци хыççӑн) педагогика енӗпе илнӗ пӗлӳ мӗн пулнине ӑлантарнӑ. Çав педагогика вӗренӗвӗн формисене, содержанине тата ун чухнехи вӗренӳре хирӗçӳлӗх мӗнле шайра пулнине кӑтартнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- психологи пӗлӗвӗ, учитель институчӗсем, университетсен вӗрентӳ планӗсем, аслӑ шкула реформӑлани, пӗтмӗшле тата педагогикӑпа çыхӑннӑ психологи, сӑнавлӑ психологи, педагогика ӗç-хӗлӗ, политехника шкулӗ, культурӑпа истори аталанӑвӗ
-
Ача сачĕн вĕренÿ талккăшĕ – шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли вăй
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Марихин Сергей Васильевич, Кондратюк Мария Игоревна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ача сачĕн шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли тĕп майĕсене пăхса тухнă. Авторсем пуплев тулли аталанман ачасен харпăр ăнланăвне пĕтĕмĕшле ăнлантарнă, çакнашкал ачасен харпăр ăнланăвне аталанмалли çул-йĕре кăтартнă. Авторсвем палăртнă тăрăх, пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хаклама хăнăхтарни, пурнăçра çын тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ĕç тунине кăтартни пуплев аталанман ачасене ытти ачасемпе пĕр рете тăртатма, ыттисемпе хутшăнма, чун çирĕплĕхне аталантарма, «Эп» концепцие никĕслеме, ума пысакрах тĕлевсем лартма хăнăхтарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпар ăнланăвĕ, шкул умĕнхи ачасем, ача сачĕ, пуплевĕн тулли аталанманлăхĕ
-
Вĕренÿпе ăслăлăх çыхăнăвĕн контекстĕнче аслă шкулăн ăслăлăх хевтине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă хăш-пĕр йывăрлăх
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Залунин Владимир Иванович
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ăслăлах, вĕренÿ тата производство хушшинчи килĕшĕве витĕм кÿрекен вăя тата çав институтсен çыхăну тапхăрĕсене пăхса тухнă, ăслăлăхпа вĕренÿ аталанăвĕн уйрăмлăхне тишкернĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевтипе усă курассипе çыхăннă йывăрлăха тата хальхи Раççейĕн аслă шкулĕнче ăслăлăхпа вĕренĕве лайăхлатма пулăшакан факторсене ăнлантарнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлÿ, ăслăлăх, вĕренÿ, аслă пĕлÿ, пĕлÿпе ăслăлăха институциализацилени, ăслăлахăн, вĕренĕвĕн тата практикăн çыхăну формисем, ăслăлăхпа техника прогресĕ, ăслăлăхпа техника революцийĕ, ăслăлăхпа вĕренÿ цивилизацийĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевти, аслă шкулăн ăслăлăх потенциалне пурнăçа кĕртессин йывăрлăхĕпе факторĕсем
-
Аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене Акăлчанла калаçма профессипе çыхăнтарса вĕрентесси («фармаци» специальность)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статья аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене акăлчанла калаçма вĕсен уйрăмлăхĕсене тата вĕренĕвĕн пахалăхне витĕм кÿрекен факторсене шута илсе вĕрентнĕ чухнехи йывăрлăхсене кăтартать. Ĕçре ютран Раççее килнĕ студентсем умне тухса тăракан йывăрлăхсекне тишкернĕ. Йывăрлăхсенчен тухма тесе автор акалчан чĕлхине вĕрентме килĕшÿллĕрх методика суйласа илме, занятисене харăс виçĕ чĕлхепе – вырăс, акăлчан тата араб чĕлхисемпе – усă курса ирттерме сĕнет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ютран килнĕ студентсем, вĕренÿ процесĕ, профессипе çыхăннă акăлчан чĕлхи, Раççей аслă шкулĕ
-
Тинӗс вузӗн кӗрет мар формин студенчӗсем акӑлчан чӗлхине хӑйсем тӗллӗн вӗреннине йӗркелесси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Минаева Ирина Дмитриевна
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Статьяра челхеçӗсене хатӗрлемен вузсен кӗрет мар пӗлӳ илекен студенчӗсем акӑлчан чӗлхине вӗренӳ çӗнелнӗ тапхӑрта кашни хӑй тӗллӗн вӗреннине тишкернӗ. Сӳтсе явма ют чӗлхесене вӗрентнӗ май çӗнӗ технологисене йӑлара юлнисемпе çыхӑнтарнинчен тухса тӑракан ыйтусене сӗннӗ. Çӗнӗ технологисен тӗллевӗ – компетенцисене ФГОСра каланине шута илсе тата ИМОн ПДНВ78/95 конвенцине тивӗçтерсе аталантарнӑ май акӑлчан чӗлхине компетенцилӗх картинче вӗрентнин тухӑçлӑхне ӳстересси.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпӑр тӗллӗн ӗçленине йӗркелесси, çӗнӗ технологисем, професси аслӑ шкулӗн ФГОС тата ПДНВ конвенцийӗн требованийӗсем, пӗтӗмӗшле культурӑпа професси культурисене çыхӑнтарни, инçет мел (дистанци) вӗрентӗвӗ
-
Аслă шкулта пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн йĕркеленнĕ чух информаци технологийĕсемпе усă курасси
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Селеменева Татьяна Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра вĕренӳре пĕлӳлĕх тăвассине пăхса тухнă. Тĕпчев предмечĕ аслă шкулта математикăна пĕлӳлĕхе тĕпе хурса вĕрентесси пулса тăрать. Ку процесăн витĕмлĕхне ӳстерме хальхи информаци технологийĕсем май параççĕ. Информаци технологийĕсемпе усă курнă чухне пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн ӳссе пынине тĕпе хунă. Çавна май кашни тапхăр валлли ку е вăл технолги хатĕрĕ суйласа илме сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх, пĕлӳлĕх мелĕ, пĕлӳлĕх йĕркеленекен тапхăрсем, аслă шкулта вĕрентесси, математика вĕрентесси, информаци технологийĕ
-
Шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсен методика ĕçне вĕренӳ аталанăвĕн хальхи тапхăрĕнче йĕркелесе пырасси
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Ковтун Ольга Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку статьяра шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсенче методика ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тĕп требованисене пăхса тухнă. Автор педагогсен профессионализмĕпе тата ĕç патне туртăм пуррипе çуккинчен килекен çивĕч ыйтусене кăтартать тата вĕсене татса пама хальччен коллективра усă курман меслетсемпе формăсем сĕнет. Вĕсенчен чи çĕннисем шутне çаксене кĕртнĕ: диспут, ĕçлĕ вăйă тата тимбилдинг. Кунсăр пуçне статьяра методика ĕçĕн тухăçлăхне хакламалли тĕп критерисене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагог, ФГОС, диспут, тимбилдинг, вĕренӳ, вĕренӳ системи, меслет, профессилĕх, тухăçлăх, ĕçлĕ вăйă, меслет ĕçĕ, шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ, стратеги