Список публикаций по ключевому слову: «чувство одиночества»
-
Çамрăк çын пĕчченлĕхе туйнипе компьютер вăййи енне туртăнни пĕр-пĕрне витĕм кӳни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Краснова Светлана Гурьевна, Чернышов Виталий Васильевич
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах çамрăк çын пĕчченлĕхе туйнипе компьютер вăййи енне туртăнни хушшинче çыхăну пуррине тупас ыйту пирки пырать. Пĕччен çынсем ялан тенĕ пек хăйсене мĕскĕн туяççĕ, çынсемпе сахал хутшăнаççĕ, ытти çынсемпе сайра тĕл пулаççĕ е унчченхи çыхăнусене пачах татаççĕ те малалла тăсмаççĕ. Компьютер вăййисен технологийĕ аталаннă май çĕнĕ йышши вăйăсем çамрăксем хушшинче анлă сарăлаççĕ. Çамрăк çулсенче палăракан пĕчченлĕх туйăмĕпе компьютер вăййи выляс туртăм хушшинче аталанакан çыхăнăва тĕпчесси яш çынсем компьютер енне туртăннин сăлтавне тупма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăрать тата каччăсемпе хĕрсен тыткаларăшĕпе аталанăвне вăхăтлă улăштарма май парать. Малтанах палăртса хунă тăрăх, çамрăксен пĕчченлĕх туйăмĕ компьютер вăййи вылясси патне илсе пыракан вăй пулма тивĕç. Тĕпчев тĕллевĕ çамрăк çулсенче харпăр çынра аталанакан пĕчченлĕх туйăмĕпе компьютер вăййи выляс килни хушшинче пĕр-пĕрне витĕм кӳрекен çыхăну пуррине тупасси пулса тăрать. Статьяра пĕчченлĕх туйăмĕн параметрĕсемпе компьютер вăййи выляс кăмăлăн параметрĕсене танлаштарса тĕпченин результачĕсене илсе панă: «компьютер вăййи туртăмĕн вăйĕ» тата «йĕркеллĕ пĕчченлĕх», «майлă пĕчченлĕх», «хутшăнуран килекен пĕчченлĕх». Тĕпчев результачĕсем компьютер вăййин илĕртмĕшĕ пĕчченлĕх туйăмне вăйлатма пултарать тесе пĕтĕмлетме май параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕчченлĕх, харпăр çыннăн пĕчченлĕх туйăмĕ, компьютер вăййин туртăмне пăхăнни, компьютер вăййи енне турăнас сĕм, яшлăх çулĕ, хире-хирĕç çыхăну
-
Профилактика социально-психологической дезадаптации у обучающихся образовательных учреждений
Статья в сборнике трудов конференцииПедагогика, психология, общество: новая реальность- Автор:
- Кирилова Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Общая психология, психология личности, история психологии
- Аннотаци:
- Статья посвящена вопросам изучения особенностей субъективного переживания чувства одиночества у обучающихся с различными типами саморегуляции в подростковом возрасте в целях организации работы по профилактике дезадаптивных проявлений в поведении. Описан инструментарий для проведения комплекса диагностических мероприятий, позволяющих создать целостную диагностическую картину индивидуального развития обучающегося.
- Тӗп сӑмахсем: