Список публикаций по ключевому слову: «философское произведение»
-
Самана ачисем е вăхăт чурийĕ (литературăри вăхăт сăнарĕ тата сăнарсен системи пирки)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 2- Автор:
- Мышкина Альбина Федоровна, Ядранская Инесса Владимировна
- Рубрика:
- Журналăн ятарлă теми
- Аннотаци:
- Илемлĕ литература этемлĕх культуринче авалтанах вăхăт тĕкĕрĕ пулса аталаннă. Çавăнпа та хайлавра икĕ тĕрлĕ вăхăта (е унăн икĕ тĕсне) курма пулать: пĕрремĕшĕ вăл – сюжет аталанăвĕнче калăпланакан вăхăт (илемлĕх вăхăчĕ), тепри вара – хайлава хăйне çырнă вăхăт тапхăрĕ (истори вăхăчĕ). Илемлĕх вăхăчĕн сăнарĕ литературăн историллĕ жанрĕсенче çеç мар, ытти жанр тĕсĕсенче те хăй палăрăмне тупать. Хайлава çырнă тапхăрăн истори вăхăтне сăнарсен шухăшлавĕпе тĕнче курăмĕнче, хайлавра кăтартнă хирĕç тăрура, унăн темипе проблеминче курма пулать. Тĕпчевĕн паянхи кун пĕл-терĕшлĕхĕ хайлавра кăтартакан историн пăтăрмахлă лару-тăрăвĕ халăх тĕнче курăмĕ тата кăмăл-сипечĕ витĕр пахса тĕпчеме кирлипе çыхăннă. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ – илемлĕ вăхăтпа истори вăхăчĕ хушшинче палăракан философиллĕ çыхăнăва тупса палăртасси. Тĕпчев материалĕ статьяра Ге-оргий Федоров литература тĕпчевçин тата çыравçăн «Ай, мăнтарăн хир мулкачи» повеçĕ пулса тăчĕ. Тĕпчев юхăмĕ çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне илсе çитерчĕ: илемлĕ философиллĕ хайлавра вăхăт категорийĕ сăнарсен харак-терне тарăнлатакан мел те, тĕнчен сăнарлă модельне тăвакан литература категорийĕ те, тĕпчев материалĕ те пулса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- илемлĕ сăнар, философиллĕ хайлав, вăхăт категорийĕ, илемлĕх вăхăчĕ, истори вăхăчĕ, историн пăтăрмахлă лару-тăрăвĕ, «пысăк» вăхăт, «пĕчĕк» вăхăт