Список публикаций по ключевому слову: «коммуникативный тренинг»
-
Хутшăну тренингĕ ют чĕлхе вĕреннĕ чухне психологи чăрмавне çĕнтермелли меслет пулни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Сорокоумова Галина Вениаминовна, Ямщикова Юлия Александровна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кÿртĕм. Статьяра вăтам шкул ачисен ют чĕлхе вĕреннĕ чухне тĕл пулакан психологи чăрмавне, ăна сирсе яма вĕрентмелли хальхи меслетсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне статьяра ют чĕлхе вĕреннĕ чухне психологи чăрмавĕнчен хутшăну тренингĕпе хăтăлмалли майсене тĕпченин результачĕсене тишкернĕ. Шкул ачисем ют чĕлхе вĕреннĕ май тĕл пулакан психологи чăрмавне малтанах хирĕç тăма тата ăна парăнтарма пулăшакан ку е вăл сĕнÿ панă. Литературăна пăхса тухни. Статьяра ют чĕлхе вĕреннĕ май сиксе тухакан ку е вăл чăрмава ăнлантармалли меслетсене теори енчен тишкернĕ. Уйрăм тимлĕх Стивен Крашенăн туйăм çурăлăвĕн (аффект) тухăçлă фильтрĕсене уйăрнă: шанчăклăха, сăлтава тата шикленĕве. Кунсăр пуçне ачасем ют чĕлхе вĕренекенсен психологи чăрмавĕ мĕншĕн сиксе тухнине пăхса тухнă. Тĕпчев меслечĕсем. Тĕпчевĕн констатаци тата тĕрĕслев тапхăрĕсенче эпир Чĕлхе психологийĕ центрĕн «Чĕлхе чăрмавĕсем» меслечĕпе усă куртăмăр. Меслетĕн тĕллевĕ: ачасем ют чĕлхе вĕреннĕ чух тĕл пулакан психологи чăрмавĕн хăйне майлăхне палăртасси. Ĕçĕн тĕп пайĕнче шкул ачисен психологи чăрмавне сирсе яма вĕренĕве хутшăну тренингĕ кĕртме сĕннĕ. Тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Тĕпчевĕн констатаци тапхăрне тишкерни пире ак епле пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ: вĕренекен ачасен чăрмава ытла пысăклатса, ют чĕлхене алла илме май çукла туяççĕ. Предложенин пĕлтерĕшне час-часах ăнланмаççĕ, калаçура ют чĕлхепе усă курма хăюлăх çитереймеççĕ. Т. ыт. те. Ют чĕлхе шайĕнче хутшăну тренингĕпе, вăйă технологийĕсемпе усă курни аффект фильтрĕсенчен кашнинпе (шикланÿпе, сăлтавпа, шанчăклăхпа) кăтартусене ÿстерме, психологи чăрмавне пĕчĕклетме, йывăрлăхсенчен хăраслăха чакарма тата шкул ачисене «акăлчан чĕлхи» предмета хисеплеме, ăна вĕренес кăмăлне кашни хăй тĕллĕн шухăшласа-пуплесе çĕклеме май пачĕ. Пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн резултачĕ çакнашкал пĕтĕмлетме май пачĕ. Ют чĕлхе вĕреннĕ май тухса тăракан психологи йăвăрлăхĕпе чăрмавне çĕнтерме хутшăну тренингĕпе вăйă технологийĕсем тухăçлă меслетсем пулса тăраççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- психологи чăрмавĕ, туйăм çурăлăвĕн (аффект) фильтрĕ, ют чĕлхе вĕренни, хутшăну тренингĕ
-
Якутия: коммуникативный тренинг для изучающих русский язык
Глава в книгеЯкутия: коммуникативный тренинг для изучающих русский язык- Автор:
- Жондорова Галина Егоровна, Ощепкова Анна Игоревна, Залуцкая Светлана Юрьевна
- Рубрика:
- Все направления
- Аннотаци:
- Учебное пособие включает дидактический материал, предназначенный для изучения русского языка как иностранного. Тематически он объединён словом «Якутия» и представляет собой корпус разножанровых текстов, посвящённых Республике Саха (Якутия) – дальневосточному субъекту Российской Федерации. Пособие знакомит с климатическими, географическими, культурными и литературными особенностями региона в процессе коммуникативного тренинга, включающего вопросы и задания для иноязычных обучающихся русскому языку. Представлены публицистические, фольклорные тексты и тексты художественных произведений русских и якутских писателей о Якутии. Предназначено для студентов, аспирантов, преподавателей и учителей, слушателей системы повышения квалификации.
- Тӗп сӑмахсем: