Список публикаций по ключевому слову: «Тула»
-
Аслă вĕренӳ заведенийĕнче вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне йĕркеленĕ чухне ĕçлев (функци) модельне усă курни
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Астафурова Ольга Анатольевна, Кулагина Ирина Ивановна, Харламова Ирина Ивановна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра аслă вĕренӳ заведенийĕнче вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне йĕркелесси пирки харпăр шухăшсене каланă. Авторсем çак ĕçĕн тĕп тĕллевĕ студентсен харпăр тата професси аталанăвĕ пулса тăрать тесе шутлаççĕ. Çакна вĕренекен çамрăксене активлă ĕçлеме тата пурăнма, гражданин пек хăйсен вырăнне тупма, пултарулăхне аталантарма, професси тĕлĕшĕнчен аталанма тата пайăр харкамлăхне пурнăçа кĕртме майсем туса парсан анчах пурнăçлама пулать. Вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне системăлас тата йĕркелес ĕçре Сапăрлав ĕçĕн календарь планĕсем (тумалли ĕçсене кунсерен çырса тухни) тата Вĕренӳ программисем тăрăх воспитани памалли ĕç программисем пек методика докуменчĕсем пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Статьяра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх служби академийĕ филиалĕн – Волгоград управлени институчĕн сапăрлав ĕçне йĕркелемелли ĕçлев (функци) модельне тĕслĕх вырăнне илсе панă. Модель тума IDEF0 нотаципе (йышăннă çыру паллисен системипе) усă курнă. «Мĕнле пур» моделе туса хатĕрленĕ май вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне пурнăçлама витĕм кӳрекен, анчах та маларах шута илмен сăлтавсене тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- диаграмма, ĕçлев (функци) моделĕ, декомпозици (пĕтĕмĕшлине пайăн-пайăн тишкерекен шухăшлав операцийĕ), IDEF0 нотаци (йышăннă çыру паллисен системи), вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçĕ, кăмăл-сипет хаклăхĕсем, культурăпа çут ĕç мероприятийĕсем
-
Кубик Блума «Мой город Тула» по патриотическому воспитанию
Статья в сборнике трудов конференцииПсихолого-педагогические исследования – Тульскому региону- Автор:
- Петрова Галина Дмитриевна, Ежкова Нина Сергеевна
- Рубрика:
- Личностное развитие субъектов современного образования в социально-значимых видах деятельности
- Аннотаци:
- В статье рассмотрен вопрос патриотического воспитания посредством кубика Блума.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Урок тулашӗнче ОБЖ предмечӗпе ирттерекен ӗç – 7-мӗш класс ачисен çынлăх тума кирлӗ кулленхи вӗренӳ ӗç-хӗлне йӗркелемелли мел
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Куликовская Мария Александровна, Поспелов Иван Геннадьевич
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Сěннě статьяра 7-мěш класс ачисене çынлăх тума кирлě кулленхи вěренӳ ěç-хěлне ОБЖ предмечěпе урок тулашěнче ирттерекен ěç çине таянса епле йěркелеме май пуррине ăнлантарса панă. Занятисенче ěçěн çакнашкал формисемпе усă курни тухăçлă тенě: вăйă, тěпчев, творчество, конкурс, творчествăна аталантаракан ěç. Вěсем ачасене пурнан пурнăç лару-тăрăвне хăвăрт хăнăхма май панине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- кулленхи вěренӳ ěçě-хěлě, çынлăх тума кирлě кулленхи вěренӳ ěçě-хěлě, урок тулашěнче тăвакан ěç, тухăçлă ěç тěсěсем, вěренěвěн çынлăх йěркелев результачě
-
Пěлтерěшě кěрет уçăмлă сăмахсем – акăлчан чěлхин профессипе çыхăннă лексикине ăслăлăх тексчěсемпе усă курса вěрентмелли мел («Экологи» специальность)
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статьяра акăлчан чěлхин профессипе çыхăннă лексикине вузсен чěлхеçě мар специалистсене вěрентессипе çыхăннă кăткăс ыйтусене тапратнă. Студентсен пěлтерěшě уçăмлă сăмахсемпе усă курас ăсталăхне аталантарнине автор акăлчан чěлхи занятийěсенче вěренмелли сăмах йышне, вěренӳ хăвăртлăхне ӳстерме май паракан тухăçлă мел тесе пăхать. Ку мел хальхи специалистăн профессине чěлхе енчен пахалатма тухăçлă лару-тăру тăвать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессипе çыхăннă лексика, терминологи тăвакан лексика, пěлтерěшě уçăмлă сăмахсем, йышăннă сăмахсем, тулаш пěрешкеллěхě