Список публикаций по ключевому слову: «поддерживающая стратегия чтения»
-
Студентсем суйласа илнĕ вулав стратегийӗпе вулав продуктивлӑхӗн çыхăнăвĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Мусема Аман, Джеремью Лему
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тӗпчев тӗллевӗ – Эфиопи университечӗсенче тăван мар чĕлхене лайăх пĕлекен тата япăх пĕлекен студентсен ют чӗлхепе çырнă ĕçсене вуланă чухнехи вулав стратегийĕпе вулав продуктивлӑхĕ хушшинчи çыхăнăвне тĕпчесе пĕлесси. Ҫак тӗллевпе стратификациленӗ суйлав мелĕпе усӑ курса утмӑл студента (30 чи лайăх вĕренекен тата 30 кая юлса пыракан) суйласа илнӗ. Студентсем пĕтĕмĕшле, проблемăллă тата пулăшуллă вулав стратегийӗсемпе усӑ курни палӑрнӑ. Пĕтĕмĕшле стратеги, сӑмахран, çакăн пек йĕркеленет: «Эпӗ текста пӗтӗмӗшле пӑхса тухатӑп, вӑл мӗн ҫинчен пулнине вуличчен малтан ӑнланас тетӗп». Проблемӑллӑ стратеги: «Эпӗ вуласа тухнине лайӑхрах астуса юлас тесе информацие ăсра ӳкеретĕп». Пулӑшуллă стратеги вуланӑ чухне пулӑшу хатӗрӗпе, сӑмахран, словарьпе, усӑ курнине пӗлтерет. Ҫакӑнпа пӗрлех вуланине мĕнле ӑнланнине уçăмлатакан тест ирттернĕ. Пухнӑ даннӑйсене сăнласа кӑтартакан статистика пулӑшнипе, t-критерипе ирĕклĕ суйласа илсе тата Пирсон корреляцийӗ пулӑшнипе статистика анализĕ тунă. Тӗпчев результачӗсем виҫӗ тӗп стратегипе (пĕтĕмĕшле, проблемăллă тата пулăшуллă вулав) усă курни тата студентсен вулавӗн тухӑҫлӑхӗ пӗр-пӗринпе ҫыхӑннине кӑтартса панă. Студент вулавӑн тӗрлӗ стратегийӗсемпе мӗн чухлӗ ытларах усӑ курать, вуланине çавӑн чухлӗ лайăхрах ăнланать. Пухнă даннӑйсене тӗпе хурса вуламалли тӗрлӗ стратеги пурри ҫинчен вӗренекенсен тĕплĕнрех каласа памалла, вӗсемпе час-часах усӑ курма сĕнмелле. Начар вӗренекен студентсене нумайрах вуламалли стратегипе, уйрӑмах, пĕтĕмĕшле стратегипе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вулав стратегийĕ, пĕтĕмĕшле вулав стратегийĕ, проблемӑллӑ вулав стратегийĕ, пулăшуллă вулав стратегийĕ, вулав продуктивлӑхĕ