Ача сачĕн вĕренÿ талккăшĕ – шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли вăй
Аннотация
статьяра ача сачĕн шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли тĕп майĕсене пăхса тухнă. Авторсем пуплев тулли аталанман ачасен харпăр ăнланăвне пĕтĕмĕшле ăнлантарнă, çакнашкал ачасен харпăр ăнланăвне аталанмалли çул-йĕре кăтартнă. Авторсвем палăртнă тăрăх, пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хаклама хăнăхтарни, пурнăçра çын тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ĕç тунине кăтартни пуплев аталанман ачасене ытти ачасемпе пĕр рете тăртатма, ыттисемпе хутшăнма, чун çирĕплĕхне аталантарма, «Эп» концепцие никĕслеме, ума пысакрах тĕлевсем лартма хăнăхтарать.
подробнее