Китай чӗлхи тăван чӗлхе шутланаканăн ăс-тăнӗ вырăс юмахӗн çирӗпленнӗ сăмах çаврăнăшӗсене епле ăнланни («Шапа патша хӗрӗ» юмах материалӗ тăрăх)
Аннотация
статьяра «Шапа патша хěрě» юмахра тěл пулакан çирěпленнě сăмах çаврăнăшěсене китайла куçарас енчен тишкернě. Материала тишкернě хыççăн çакнашкал пěтěмлетӳ тума пулать: вырăссен çирěпленнě сăмах майлашăвěсене китайла куçарнă чухне, тěпрен илсен, ирěклě сăмах майлашăвěсемпе усă курмалла. Çирěпленнě сăмах майлашăвěсем пысăк экспрессиллě тата юмахра тěп вырăн йышăнакан сăмах çавранашěсене куçарнă чух вырăнлă. Статьяра вырăссеннипе китай пуплевěнче тěл пулакан çирěп сăмах майлашăвесем хушшинчи тěп уйрăмлăхсене тишкерсе тухнă.
подробнее