Список публикаций по ключевому слову: «смыслообразование»
-
Çын психологийĕн пурнăç тĕллевĕ категорийĕ çинчен
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Германов Михаил Валентинович
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах çын психологийĕн пурнăç тĕллевĕ категорийĕ çинчен пырать. Ку ыйтăва тĕпченин пĕлтерĕшĕ обществăра пулса иртекен улшăнусемпе çыхăннă. Вĕсем хальхи çыннăн пурнăç çул-йĕрне никĕслекен эскапизпа гедонизм çынра ытла пысăккăн палăракан пулăмсем патне илсе пыраççĕ, этеме пурнăçра хăй вырăнне тупма, пурнăç мĕн иккенне ăнланма чăрмантараççĕ. Мĕн тесен те, асăннă ыйту юлашки вăхăтра нумай тĕпчевçе кăсăклантарать пулин те – ăна пĕтĕмпе татса панă теме çук. Пирĕн задача çыннăн пурнăç тĕллевĕн хăш-пĕр енне тупасси, вĕсен содержанине уçса парасси пулса тăрать. Ку тĕпчевĕн меслечĕ – теори тишкерĕвĕ тата «çыннăн пурнăç тӗллевĕ» категорин содержанине ăнлантаракан ăслăлăх ĕçĕсене тата унта тĕл пулакан ăнлавсене пĕтĕмлетни. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пурнăçра кирлĕлĕх çын никĕсне (тĕшшине) хакласа сăнлани тата çут çанталăк малтанах палăртса хунă çулăн пĕтĕмĕшле сулăмĕ пулса тăрать. Вăл çын еплерех ĕç тума пултарасса, епле стильпе ĕçлессе кăтартать, çак самантра хăйне хăй епле хакланине, çынсемпе тĕнче çине епле пăхнине палăртать. Çыннăн пурнăç тĕллевĕ – хăй евĕрне тытса пырасси, хăй вырăнне тупасси, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. Уйрăм çын туртăмĕсем пĕтĕм çынлăх туртăмне пурнăçа кĕртекен вăя пухаççĕ. Çын шăпи ĕмĕте мĕнле те пулин ҫул-йĕрпе, программăпа, пĕр-пĕр идеалпа, ăнтăлупа, тĕллевпе, результатпа çыхăнтарни тăрăх уйрăлса тăрать. Ку е вăл пĕлтерĕшлĕх – кирек епле лару-тăрура та вăй çухатман пурнăç тупсăмĕ пек палăрать, обществăра тата çын ушкăнĕсенче яланхи пулăм пек вăй илсе çирĕпленет. Пурнăç тĕллевне тупса ăна чăнлăх туни çынна хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май паракан вăй пек, хăйне кулленхи ĕç-хĕл субъекчĕ пек туйма хистет. Çыннăн пурнăç тĕллевĕ нумай-нумай пĕчĕк тĕллеве пухакан вăй евĕр, расна шайра тăрса пĕр сул-йĕрпе пыракан кăткăс тытăм евĕр, мĕн пур ĕмĕт-шухăша пĕрлештерсе тăракан ансат мар система евĕр тухса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пурнăç тупсăмĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ, пурнăç пĕлтерĕшлĕхĕ вăй илни, пурнăç тĕллевлĕхĕн курăмĕсем
-
Специфика сформированности личностных универсальных учебных действий на разных этапах обучения в школе
Статья в сборнике трудов конференцииОбразование и педагогика: теория и практика- Автор:
- Хасанова Нина Витальевна
- Рубрика:
- Образовательный процесс в организациях общего и дополнительного образования
- Аннотаци:
- В статье представлен опыт диагностики сформированности личностных универсальных учебных действий учащихся. Рассмотрены уровни сформированности таких универсальных учебных действий, как самоопределение, смыслообразование, морально-нравственное оценивание, на разных этапах обучения в школе.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Психолого-педагогические условия и технологии преодоления нарушения идентичности в молодежной среде
Статья в сборнике трудов конференцииОбщество, педагогика, психология- Автор:
- Кагермазова Лаура Цраевна, Абакумова Ирина Владимировна, Масаева Зарема Вахаевна
- Рубрика:
- Общая психология, психология личности, история психологии
- Аннотаци:
- В статье рассмотрен генез идентичности в молодежной среде. Выделены психолого-педагогические условия формирования идентичности, смысловой сферы личности, причины нарушения идентичности личности, особенности взаимосвязи идентичности и смысловой сферы; рассмотрена идентичность как способ обретения ответственности и смысла жизни, фактор формирования смыслоцентрированной личности. Предложены основные современные смыслотехнологии по развитию идентичности в тренинговой форме: дискуссии, минилекции, арттерапевтические техники.
- Тӗп сӑмахсем: