Список публикаций по ключевому слову: «information educational environment»
-
Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнине педагогика футурологийĕ çине таянса прогнозлани
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Грунис Максим Леонидович, Кирилова Галия Ильдусовна, Иминь Чэнь
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕсенче вĕренĕве çын хайланă ăс-хакăла тимлесе кĕртсе пынă май преподавательсене хатĕрлеме кирлĕ çĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă. Панă çĕнĕлĕхсене педагогика футурологийĕ çине таянса пăхса тухнă. Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнин пĕлтерĕшлĕхне танлаштару мелĕпе илсе кăтартнă. Ку пĕлтерĕше хайлав ăс-хакăл системине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă тата палăртнă инновацисене йышăнма хатĕрлĕхĕ тĕрлĕ шайра тăракан субъектсем валли тупнă. Статьяра вĕренӳ аталанăвĕн тĕп йывăрлăхĕсене çын хайланă ăс-хакăл витĕмĕпе пулма пултаракан прогноз результатсене тишкерсе, вĕренӳре эксперимент мелĕпе тата йăлана кĕнĕ алгоритмсенчен пуçласа аналитика функцийĕсене çынсенчен илсе цифра агенчĕсене пама пултарнине çити кăтартса ăнлантарнă. Тĕпчеве професси паракан аслă вĕренӳ учрежденийĕсен пуçлăхĕсене, пай ертӳçисене, профессорсемпе преподавательсене, хайлав ăс-хакăлпа усă курса ĕçлеме хатĕрленекен бакалаврпа магистрант студентсене явăçтарнă. Статьяра вĕренӳ лару-тăрăвĕн субъекчĕсен прогноз ĕçне педагогика футурологийĕ çине таянса тата хайлав ăс-хакăлпа усă курас пуласлăха шута илсе ĕçлеме май паракан мелсен системине сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- информациллĕ вĕренӳ талккăшĕ, вĕренĕвĕн субъекчĕ, çын хайланă ăс-хакăла пурнӑҫа кӗртни, педагогика футурологийĕ

Педагогическая рефлексия и цифровая трансформация преподавателя медицинского вуза
Глава в книге
Теоретические и практические аспекты педагогики и психологии- Автор:
- Зарицкая Виктория Викторовна
- Рубрика:
- Глава 7
- Аннотаци:
- Исследование проводилось на базе кафедры травматологии с курсом медицины катастроф ФГБОУ ВО Амурская государственная медицинская академия Минздрава России. В главе рассматривается применение интерактивных форм обучения при преподавании дисциплины «Безопасность жизнедеятельности», приводятся основные функции педагогической рефлексии и цифровой трансформации современных преподавателей.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Шадринск педагогика универстечӗн электронпа иформаци хутлăхӗ
Научная статья
Развитие образования № 3 (5)- Автор:
- Кириллова Оксана Александровна, Евдокимова Вера Евгеньевна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Ку статьяра информаципе коммуникаци технологийěсемпе усă куракан хальхи вěренěве пăхса тухнă. Шадрнинск педагогика университечěн электрнпа информаци хутлăхне тишкернě тата ăна тěнчепе паллă Moodle платформăпа танлаштарса тишкернě. Вуз ЭИОСпа ěçленě май мěнле-мěнле йывăрлăхпа тěл пулнине тата ЭИОСăн лайăх енěсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаципе коммуникаци технологийěсем, электрон вěренӳ хутлăхě, авторлав, Интернет талккăшě
-
Педагогикăн çĕнĕ системинче усă куракан тхнологисем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Дмитриева Наталия Константиновна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра информаципе вĕренÿ талккăшне вузра йĕркелессине педагогикăн çĕнĕ системине тумалли каткăс ыйтусенчен пĕри тесе пăхнă, ку системăна тăвасси паян куншăн пысăк пĕлтерĕшле пулнине ĕнентернĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç пĕр енчен цифра экономикипе, тепĕр енчен уйрăм çынна мĕн кирлипе çыхăннă. Автор «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» ăнлава тишкернĕ, çавна май хальхи педагогика ăслăлăхĕнче ку ăнлава епле пăхнине, ун тĕп паллисене кăтартнă, «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» категорие пĕтĕмĕшле определении панă. Ĕçре паян кун чи пĕлтерĕшлĕ шутланакан технологисене пăхса тухнă, мĕншĕн тесен вĕсене хальхи информаципе коммуникации технологисене шута илсе çĕнетсе улăштармалла. Ку вара ХХI ĕмерте вĕренÿпе воспитание вăйлатас тĕллеве кура аслă шкулăн информаципе вĕренÿ талккăшĕпе тухăçлăрах усă курма май парать. Автор шухăшĕпе, тухăçлă технологисем шутне хутшăнăва аталантаракан проект мелне, информаципе коммуникаци технологийĕсен нумай енлĕ хăватне пĕрлештерекен контекст технологине, модуль тата малалла талпăну технологине кĕртме пулать. Çĕнĕ технологисен комплексне тупса палăртмалли принципсем шутне çаксем кĕреççĕ: ĕçлĕлĕх принципĕ, хăй тĕлĕнлĕх принципĕ, пултарулăх принципĕ тата ФГОСра кăтартнă ĕç результатне курас принцип.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогикăн çĕнĕ системи, информаципе вĕренÿ талккăшĕ, информаци технологийĕн вăйĕ, педагогика технологийĕ