Список публикаций по ключевому слову: «пулас педагогсем»
-
Çул çитмен яшсемпе хĕрсене çынсем умĕнче яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологи
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Чемерилова Ирина Альбертовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – ăслăлăх литературине тĕпчесе тата критикăллă тишкерсе, тăван çĕр-шыв ученăйĕсен тата авторăн професси опытне пĕтĕмлетсе, çул çитмен ачасене çынсемпе хутшăннă чух яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологин тухăçлăхне аслă шкул вĕренĕвĕнче теори тата практика енчен çирĕплетесси. Ку технологи никĕсĕн çирĕплĕхĕ педагогикăпа çыхăннă çак условисенчен килет: психологипе педагогика дисциплинисен курсне çын умĕнче явап туйма хăнăхтарнинчен; студентсем çул çитмен яшсемпе хĕрсенче яваплăх аталантаракан программăсем тунинчен, вĕсене педпрактика вăхăтĕнче пурнăçа кĕртмелли, хастарлă гражданлăх позицийĕ палăрмалли условисем тунинчен, професси пултарулăхĕ, професси пултарулăх опычĕ вăй илсе çирĕпленмелли лару-тăру пурринчен, харпăр хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕçе е волонтер юхăмне, пурнăçа лайăхлатакан проекта хутшăннинчен. Тĕпчевре пĕтĕм ăслăлăхăн меслечĕсемпе те (тишкерӳпе, пĕтĕмлетӳпе, синтезлавпа, модельлевпе), професси панă вăй-халпа пурнăçа сăнаса пухнă опытпа та (сăнавпа, пĕтĕмлетӳпе, тест ĕçĕпе, диагностика меслечĕпе) усă курнă. Статьяра «пурнăç умĕнче тăракан яваплăх», «пурнăç умĕнче тăракан яваплăха туйса тунă ĕç» ăнлавсене уçса паракан философи, психологи, педагогика çул-йĕрĕсене тишкерсе тухнă. Нумай енлĕ пултарулăха пĕрлештерекен «педагог çул çитмен яшсемпе хĕрсене çын умĕнче явап туйса тыткалама вĕрентме хатĕр пулни» ăнлав содержанине уçса панă; çавнашкал педагог аслă шкулта чăнах пиçсе çитнине çирĕплетекен критерисене, кăтартусемпе шайсене палăртса тухнă; ку тĕллеве профессие алла илнĕ май пурнăçланмалли условисене кăтартса ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас педагогсем, çынсем умĕнче явап туйни, çитĕнсе çитмен яшпа хĕр мĕн те пулин тунă чух çынсем умĕнче явап туйни
-
Хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăплама май паракан йĕркелӳпе педагогика условийĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Гаврилова Нелли Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăплама май паракан йĕркелӳпе пе-дагогика условийĕсене тишкерсе тухнă. Автор студентсен сăлтавлав интересне йĕркелени, тĕп тата хушма вĕренӳ программисене интеграцилес ĕçе туса пыни, студентсене педагогика ĕҫне иртерех явăҫтарни урлă çав условисен пĕлтерĕшне тата тытăмне уҫса парать. Пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене йĕркелес ыйтăва вĕренӳре квазипрофесси (професси ĕçне çывăх хăнăхусене пурнăçлани) мелне усă курса татса пама май пур тесе шутлаҫҫĕ. Вăл вĕренӳ хутлăхĕнче студентсен професси çаврăнăçулăхне йĕркелеме кирлĕ меслетсемпе вĕрентӳ меслетлĕхне, формисене, мелĕсене пĕтĕмĕшле ярса илет. Асăннă мелпе хушма курссене (факультативсене, студисене, пултарулăх лаççисене, кружоксене т. ыт. те) пĕрлештернĕ, интерактивлă мелсем, ушкăн тренингĕсем тата ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттернĕ, тĕрлĕ тĕллевлĕ практикăсене пурнăçа кĕртнĕ чух усă курма пулать. Вăл пулас педагогсен пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсен никĕсĕн тĕп шăнăрне йĕркелеме май парать. Педагогика условийĕсем студентсене професси тĕлĕшĕнчен хатĕрлес процесăн чи кирлĕ компоненчĕсем пулса тăраҫҫĕ. Вĕсене педагогика процесне йĕркеленĕ чух кирек епле пулсан та шута илмелле, ҫакă малашне тин çеç алла илнĕ професси ĕҫне çăмăллăн хăнăхма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас педагогсем, тĕп тата хушма вĕренӳ программисем, йĕркелӳпе педагогика условийĕсем, квазипрофесси (професси ĕçне çывăх хăнăхусене пурнăçла-ни) мелĕ, сăлтавласа кăсăклантарни (мотиваци интересĕ), интеграци (пĕрлештерни), педагог ĕҫĕ
-
Пулас педагогсене професси енчен хатĕрленĕ чухнехи вĕренĕвĕн цифрăллă консалтингĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Голикова Наталия Дмитриевна, Федорова Светлана Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра пулас педагогсене цифрăллă вĕренÿ тапхăрĕнче хатĕрлессине пăхса тухнă. Уйрăмах вĕренÿ тытăмĕпе процесĕ çĕнĕ технологисем хăватлă аталаннине тата общество информациленнипе цифрланнине пула улшăннине пысăк тимлĕх уйăрнă. Авторсем çĕнĕ юхăма пула вĕренÿ консалтингĕнче цифрлану мала тухас пуласлăх пуррине палăртаççĕ. Ку консалтинг хатĕрĕсемпе усă курса теветкеллĕхе пĕчĕклетме тата пулас педагогсемпе çамрăк специалистсене пулăшма майсем ÿснине кăтартаççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ пуласлăх валли педагогсене хатĕрленĕ чух вĕренÿ консалтингĕн вырăнĕпе пĕлтерĕшлĕхне тупасси пулса тăрать. Тĕпчев материалĕ тата меслечĕ: тĕпчевре традици меслечĕсемпе (тĕпчев темипе пичетленнĕ литературăна тишкерни тата пĕтĕмлетÿ туни) усă курнă. Тĕпчев результачĕ тата ăна тишкерни: аслă шкулсем çĕнĕ условисенче ĕçлеме мĕн таран хатĕр пулнине пăхса тухнă, предприятисем конкуренцие чăтма тата çĕнĕ лару-тăрура ĕçлеме хатĕр специалистсене йышăнма мĕн тунине сăнанă, «цифра компетентлăхĕ» тенине литературăра епле ăнлантарнине пăхса тухнă, асăннă ăнлава уçăмлăх кĕртнĕ. Пĕтемлетÿ: вĕренĕве цифрăласа улăштарнă тапхăрта учительсем хатĕрлессипе çыхăннă йывăрлăхсене ăнăçлă пĕтермелли ансат мел ‒ консалтингра усă куракан çĕнĕ мел ‒ вĕренÿ консалтингĕ пулса тăрать. Вăл, вĕренÿ процесне хутшăнакан субъектсене, цифра ресурсĕсемпе тата цифра технологийĕсемпе усă курса, мĕн пур енчен тивĕçтерекен квалификациллĕ пулăшу парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессие хатĕрленесси, пулас педагогсем, цифра технологийĕсем, цифрăпа усă курас енчен улшăнни (цифровизаци), цифра технологийĕпе усă курас компетенци, вĕренĕвĕн цифрăллă консалтингĕ