Аслă шкула пĕтерекенсен конкуренцире пурăнаслăхне тума кирлĕ концепципе педагогика модельне хатĕрлесси
Аннотация
статьяра хальхи халăх пурнăçĕпе экономика хăвăрт улшăнса тăракан лару-тăрура аслă шкул пĕтерекенсен конкуренцире пурăнаслăхне тума витĕм кӳрекен сăлтавсене пăхса тухнă, вĕсене тĕпчев пулăмне тишкермелли концепципе педагогика моделĕсене тунă чухне мĕнле шута илмеллине кăтартнă. Тĕпчев задачисене шутлас тĕллевпе – педагогика, психологи тата экономика литературине ушкăнлав мелĕпе тата дисциплинăсем хушшинчи çыхăнусене тупма май паракан мелсемпе тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, контент-анализ тунă. Тупнă сăлтавсем концепципе педагогика моделĕсене тумалли условисене палăртма май пачĕç.
подробнее