Раççейӗн педагогика аслӑ шкулӗнче психологи пӗлӗвӗ вӑй илсе аталанни
Аннотация
статьяра Раççей педагогика пӗлӗвӗ XІX – XX ӗмӗрсен чиккинче епле аталаннине кӑтартса панӑ. Асӑннӑ тапхӑрта психологи ӑслӑлӑхӗ философи картинчен тухса уйрӑм ӑслӑлӑх шайне çитмелӗх аталаннин сӑлтавне ӑнлантарнӑ. Учительсен XІX ӗмер вӗçӗнче Раççейре ӗçленӗ институчӗсене тишкернӗ, вӗсен вӗрентӳ содержанине тата ун чухнехи педагогика вӗренӗвӗ мӗн пулнине çырса кӑтартнӑ. Кунсӑр пуçне тата XX ӗмӗр пуçламӑшӗнче (уйрӑмах революци хыççӑн) педагогика енӗпе илнӗ пӗлӳ мӗн пулнине ӑлантарнӑ. Çав педагогика вӗренӗвӗн формисене, содержанине тата ун чухнехи вӗренӳре хирӗçӳлӗх мӗнле шайра пулнине кӑтартнӑ.
подробнее