Список публикаций по ключевому слову: «transformation of education»
-
Аслă шкулăн психолог студенчĕсем вĕренӳ цифрăланса улшăннине хăнăхнин кăтартăвĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна, Шитова Полина Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи технологисем психолог педагог ĕçĕн мĕн пур енне кĕреççĕ. Паян психолог студентсен цифрăллă вĕренӳ талккăшĕнче ĕçлеме, тĕрлĕ онлайн инструментсемпе усă курма хатĕр пулмалла тата вĕрентĕвĕн çĕнĕ форматне хăнăхма пултармалла. Психолог студентсем цифра технологийĕпе усă куракан вĕренĕве епле хăнăхнине тĕпчени паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хальхи тĕнчере цифра технологийĕсем пурнăçăн мĕн пур енче, вăл шутра вĕренӳре те, пысăкран та пысăк вырăн йышăнаççĕ. Цифра технологийĕсем психологшăн вĕрнĕвĕн мĕн пур тапхăрĕнче шанчăклă пулăшуçă пулса тăраççĕ. Педагогика университечĕн психолог студенчĕсем улшăну условийĕсене тата вĕренӳ цифрăланса пынине епле хăнăхнине тĕпчеме – ыйтăм тата анкетăлав меслечĕсемпе усă курнă. Ĕçре çыннăн пĕтĕмĕшле хăнăхăвĕн тăватă кăтартăвне тĕпченин результатне илсе панă: нервăпа психика тăнăçлăхне, хутшăну уйрăмлăхне, мораль çирĕплĕхне, хăнăху пултарулăхне. Вĕренӳ цифра енне куçнине студент епле хăнăхнин тăватă кăтартăвне палăртнă: кăсăклану, цифра инструменчĕсемпе усă курма хатĕрри, цифра инструменчĕсене пĕлни тата вĕсемпе усă курма пултарни, цифра инструменчĕсемпе усă курма хăнăхнă чухнехи çăмăллăх. Илнĕ результатсем çине таянса тĕпчевçĕсем психологи факультечĕн тĕрлĕ курсĕнче пĕлӳ илекен психолог студентсем вĕреннĕ вăхăтра цифра улшăнăвне епле хăнăхнине илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- хăнăху (адаптаци), хăнăху кăтартăвĕсем, психолог студент, цифрăлани, вĕренӳ цифрăланса улшăнни, цифра инструменчĕсем, нервăпа психика тăнăçлăхĕ, хутшăну уйрăмлăхĕ, мораль çирĕплĕхĕ, хăнăху пултарулăхĕ
-
Вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсем тата хӑрушлӑхӗ
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Ребко Ольга Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ – вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе хӑрушлӑхне тишкересси. Промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗн условийӗсенче экономикӑна ҫӗнӗ компетенциллӗ профессионалсем питӗ кирлӗ. Сӑмахран, пысӑк калăпăшлă даннӑйсене тӗпе хурса йышӑнусем тума, уҫӑмсӑр лару-тӑрура ӗҫлеме, информацие тишкерме тата тиркевлĕн, суйлавлăн пăхса йышăнма пĕлни пӗрремӗш вырӑна тухса тăрать. Хальхи сотрудникăн ҫӗнӗ шухӑшлава, этикăна, ҫыхӑну тытӑмне ӑнланма пĕлмелле, цифра культурипе цифра тĕнчине лайăх ăнланас ĕçĕ йĕркелесе аталантарма пĕлмелле. Ун пек специалистсене хатӗрлесси вӗренӗвӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ пулса тӑрать. Асӑннӑ ӗҫӗн меслечӗ – хальхи тӗпчевсене тишкерни. Вăл педагогсене хӑйсене те ҫӗнӗ экономика чăнлăхĕн условийӗсенче професси тивӗҫӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май паракан хатĕрсем кирлӗ пулнине кӑтартса пачӗ. Цифрăласа улăштарнă чух тĕл пулакан хӑрушлӑхсемпе çивĕч ыйтусен тӗп ушкӑнӗсене тӗпе хурса эпир педагогсен цифра компетенцийӗсен стандартизациленӗ моделӗ пурри учительсемпе преподавательсемшӗн шанчӑклӑ тӗрек пулма пултарать тесе пĕтĕмлетÿ тӑватпӑр. Ҫакăн пек моделе аслӑ шкулсен вӗренӳ программисене кӗртни тата квалификацине ӳстермелли программӑсене ӗҫе кӗртни цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе килӗшӳллӗ педагогсене професси тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра хатӗрлеме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗ, цифрӑлани, вӗренӗве цифрăласа улăштарни, цифра культури, цифра компетенцийӗсем, цифра компетенцийӗсен моделӗ, педагогсене професси тĕлĕшĕнчен хатӗрлени
-
Вĕренӳ пурнăç хăвăрт улшăннă тапхăрта педагогăн професси пултараслăхне тата харпăрлăх хăватне тупса палăртасси
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Лукьянова Маргарита Ивановна, Данилов Данилов Вячеславович, Шустова Любовь Порфирьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Кÿртĕм. Статьяра учителĕн Раççей обществин индустриализаци хыççăнхи пурнăç улшăннă вăхăчĕшĕн тата пысăк вăй илнĕ тапхăрĕшĕн кăтартуллă миссине тупса палартнă. Авторсем хăйсен тимлĕхне пуласлăх валли учитель хатĕрлесси çине уăраççĕ. Ку ĕç, авторсен шухăшĕпе, общество пурнăçĕнчен тата Раççей вĕренÿ системин аталану çул-йĕрĕнчен килет. Тĕпчевĕн паян куншăн пĕлтерĕшлĕхĕ. Педагогăн професси пултарасăхĕпе харпăрлăх хăвачĕ çинчен тата ăсталăха ÿстересси çинчен пухнă ăслăлăх пĕлĕвĕ хальхи вăхăтра тулли тесе калама çук. Çакăнтан тĕпчев тĕллевĕ тухса тăрать: педагогăн професси пултараслăхне унăн харпăрлăх хăватне аталантарас контекстра тупмалла. Тĕпчевĕн материалĕ тата меслечĕ: ĕçре теори енчен расна меслетпе усă курнă (философи, психологи тата педагогика литературине тишкерни), ĕлкелев (моделировани), педагогика енчен хушма професси паракан учрежденин опытне пĕтĕмлетни; кĕрет пулăма тата япалана тĕпчекен меслет (педагогсен пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне психологи диагностики туни, учительсем пурнăç тата вĕренÿ хăвăрт улшăннă тапхăрта хăйсен професси пултараслăхне тата харпăрлăх хăватне ÿстерме хатĕр пулнине тупса палартни). Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тата ăна сÿтсе явни. Авторсем педагогăн професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăвачĕн ĕлкине (модельне), çак пахалăх енĕсене тĕпчемелли ку е вăл диагностика меслетне сĕнеççĕ. Педагогăн професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне ÿстерме май паракан хушма вĕренÿ лару-тăрăвне хаклаççĕ. Учитель умне тăратнă хальхи требованисене шута илсе авторсем педагогика ĕçченĕсен квалификацине ÿстеремелле тата урăх специальноçа вĕрентмелле тесе ĕнентереççĕ. Çак енĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Ульяновск педагогика университечĕ мĕнле ĕçленине кăтартса панă. Пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн результачĕсемпе хушма вĕренÿ йĕркелемелли, педагог карьерине тумалли, квалификацине ÿçтермелли тата профессине улăштармалли программăсем тунă условире педагогсен професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне ÿстерессипе ĕçлене май усă курма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пурнăçăн хăвăрт улшăнăвĕ, вĕренÿ урăхланăвĕ, педагогăн професси пултараслăхĕ, харпăрлăх хăвачĕ, хушма професси вĕренĕвĕ, педагогăн малашлăх карьери
-
Систематизация направлений цифровизации высшего образования в России
Статья в сборнике трудов конференцииУниверситет как фактор модернизации России: история и перспективы (к 55-летию ЧГУ им. И.Н. Ульянова)- Автор:
- Ясненко Ирина Петровна
- Рубрика:
- Процессы цифровизации сферы образования
- Аннотаци:
- Научно-технический прогресс и цифровизация стимулируют динамическое развитие в сети Интернет программ для развития высшего образования в России. Цифровизация коснулась всех аспектов учебного процесса, включая управление, коммуникации, смену парадигмы образования и полную трансформацию традиционной школы высшего образования. С целью систематизации направлений цифровизации высшего образования в России нами проведен анализ научной литературы, имеющейся в базе данных российского индекса научного цитирования. Показано, что цифровые методы обучения в высшей школе интегрируются в существующие традиционные программы обучения, происходит цифровое обновление образовательных программ и дисциплин. Создаются смешанные модели обучения, разрабатываются и реализуются программы дистанционного образования, внедряется цифровая образовательная среда с системными унифицированными модулями, налажен цифровой подход управления учебными заведениями. Все вышеперечисленные процессы цифровой модернизации образования связаны друг с другом и направлены на системную трансформацию образования в России. Предложено проведение глубоких научных исследований для оценки динамики внедрения цифровых технологий в систему высшего образования в России и их последствий для российского общества.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Педагогический феномен цифровой трансформации высшего образования при внедрении дистанционного режима у студентов-очников на примере дисциплины «Анатомия ЦНС»
Глава в книгеВопросы образования и психологии- Автор:
- Красовская Софья Владимировна, Юдин Геннадий Вячеславович, Богатырева Лиана Мухамедовна, Сатиев Рамазан Хусенович, Губиева Нина Анатольевна
- Рубрика:
- Глава 6
- Аннотаци:
- В статье рассмотрены проблемы и перспективы замещения очного образования на дистанционное на примере преподавания дисциплины «Анатомия центральной нервной системы» в гуманитарном вузе. Отмечены основные методические и методологические проблемы, возникшие в ходе такого переноса, проведено сравнение с образовательным процессом по данной дисциплине при заочной форме обучения. Выявлены основные принципы построения электронной образовательной среды по данной дисциплине для создания единого цифрового образовательного пространства ВУЗа с перспективой для реализации приоритетных проектов цифрового образования. Предлагаются пути решения задачи о безусловном достижении каждым обучающимся требуемого (зафиксированного в утвержденной образовательной программе) уровня образовательной подготовки по данной дисциплине и вопросы разностороннего развития его личностного потенциала с использованием возможностей цифровой педагогики.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Человеческая личность как средоточие образовательной деятельности
Статья в сборнике трудов конференцииСовременные тенденции развития системы образования- Автор:
- Бразуль-Брушковский Евгений Георгиевич, Казакова Ирина Сергеевна
- Рубрика:
- Исследования в образовании и образовательные практики как инструмент принятия решений
- Аннотаци:
- В статье рассматриваются различные организационные, психологические, социально-экономические и философские аспекты возможности трансформации образования, исходя из принципа приоритета личностного развития.
- Тӗп сӑмахсем: