Список публикаций по ключевому слову: «reading literacy»
-
Вӑтам шкул вӗренекенӗсен математика тексчӗсемпе ӗҫленӗ чухнехи шухӑшлӑ вулав йĕркеленĕвĕн диагностики
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Ромащенко Алексей Романович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Вӗрентни ‒ вулани, ӑнланни, хаклани тата информацие интерпретацилени çинче никӗсленнӗ нумай вӗренӳ тексчӗсемпе ӗҫлени пулать. Вӗренӳ материалӗсем йĕркеленĕ математика текстне вуланин результатне тата текст талккăшĕн пӗлтерӗшне ӑнланнин пахалӑхне тупса палӑртас тесен вулав диагностикине, е, урăхла каласан, шухӑшлӑ вулав шайĕн тĕрĕслевне, ирттермелле. Хальхи тӗпчевсенче, пӗтӗм тӗнчери PISA мониторингĕнче «вулавçăсем хутла пĕлни» ăнлава ӑнлантарса панă, унӑн компоненчӗсемпе шайне ҫырса кӑтартнӑ. Вулавçă хутла пĕлнин шайӗнчен математикӑри кӑткӑс текстсене ӑнланас ĕç ӑнӑҫлӑхĕ килет. Вулавçă хутла пĕлнин шайне хакламалли критерисем тата диагностика аппарачӗ пулсан, шухăшлă вулавӑн шайне мӗнле хакламалла? Статьяра текста ӑнланассипе вулавçă хутла пĕлнин шайӗ пӗр-пӗринпе мĕнле ҫыхӑнса тӑнине, текстăн семантикӑлла кӑткӑслӑхне тата шухăшлă вулав хăнăхăвĕсене хак памалли модельсене, математикăна вӗрентмелли текста ӑнланнине тӗрлӗ шайри диагностикăламалли тытӑма тишкернĕ. Тӗпчев материалне тӗпе хурса "Виҫ кӗтеслӗх" математика вӗренӳ тексчӗн кӑткӑслӑхне çак критерисене тĕпе хурса хакланă: кашни абзацри сӑмахсен, ансат сӑмахсен, ӑслӑлӑх терминӗсен шучĕ, ӑслӑлӑх терминӗсен кашни абзацри хисепĕ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ текста ӑнланнине тӗрӗслеме диагностика материалӗ калăпланă, унӑн кашни заданийӗ информаци блокне ӑнланнине палӑртма тата шухӑшлӑ вулав шайне хаклама тивĕç.
- Тӗп сӑмахсем:
- PISA, шухӑшлӑ вулав, шухӑшлӑ вулав шайӗ, вулавçă хутла пĕлни, текста ӑнланни, текста ӑнланнин шайӗ, текстӑн семантикӑлла кӑткӑслӑхӗ
-
Информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăха аталантарассин хăш-пĕр енĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Дудковская Ирина Алексеевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарассин хăш-пĕр ыйтăвне пăхса тухнă. Автор пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăх мĕн иккенне, унăн тĕп пайĕсене, пĕлӳпе пурнăçра усă курма пĕлекен çыннăн паллисене кăтартать. Пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхăн ыйтăвĕсене çĕнетнĕ ФПВС картинче татса пама тĕллев патне ăнăçлă çитме май паркан меслетсемпе методикăсем, формăсем, хатĕрсем тата мелсем сĕнет. Кунашкал çул-йĕр ăнăçу патне информатика вĕрентнипе пырса тухать, мĕншĕн тесен информатика вăл – пĕлӳпе пурнăçра усă курма вĕрентекен предметсенчен пĕри. Информатика урокĕсенче вĕрентӳ технологийĕн пысăк ушкăнĕпе усă курма пулать. Вĕсем çывăх вăхăтра шкул пĕтерекенсен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне ăнăçлă аталантарма, хальхи пурнăçăн хăвăрт улшăнăвне хăнăхма пулăшаççĕ. Тĕпчев тĕллевĕ – шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарма май паракан майсемпе çул-йĕре тупасси. Статьян методологи никĕсĕ пĕтĕмĕшле ăслăлăхран, форма расналăхĕнчен инструмент пуянлăхĕнчен вăй илет. Тĕпчев результачĕсемпе вĕрентӳре ачисен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарас тĕллевпе кирлĕ фактологи никĕсĕ пек усă курма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- информатика, пĕлӳпе пурнăçра тĕрĕс усă кураслăх, кирлĕ пек вулани, математикăпа кирлĕ пек усă кураслăх, финанспа кирлĕ пек усă кураслăх
-
Хальхи шкул ачисене тĕрĕс вулама вĕрентесси – дидактикăн кăткăс ыйтăвĕ (регион аспекчĕ)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Коренева Анастасия Вячеславовна, Рыжкова Инна Витальевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах хальхи шкул ачисене текстсен расна тĕсне вĕсенче калаçу мĕн çинчен пынине пурнăçра кирлĕ пек тарăн ăнланмалăх тата ăнлантарса памалăх тĕрĕс вулама вĕрентесссипе çыхăннă кăткăс ыйту пирки пырать. Хальхи педагогикăпа лингводидактика тĕпчевĕсем çине таянса авторсем содержани енчен регион пурнăçĕ çинчен калакан текстсемпе усă курнипе вырăс чĕлхи урокĕсенче тĕрĕс вулав хăнăхăвĕ епле аталаннин уйрăмлăхне кăтартаççĕ. Педагогика экспериментне тĕпе хурса çырнă статья материалĕсем учителĕн меслетлĕх стратегине тĕплĕн улăштарма май параççĕ. Пĕлӳпе хăнăхăвăн пурнăçра кирлĕлĕхне тĕп вырăна хурса ĕçлекен хальхи чылай учителĕн шухăшне авторсем анкета мелĕпе тĕпченĕ. Респондентсен хуравĕсене тишкерни учительсем статьяра тапратнă ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хунине çирĕплетет, çав вăхăтрах меслетлĕх енчен пулăшу çуккипе, пĕлĕве пурнăçпа çыхăнтарма хистекен (пĕтĕмĕшлĕн илсен), ăнланса вулама вĕрентекен ĕçсен условине майлаштарма пĕлменнипе çыхăннă (уйрăммăн илсен) йывăр ыйтусем чылай иккенне те уçăмлатать. Авторсем çирĕплетнĕ тăрăх, ФГОСра каланă нормăсене пăрăнмасăр пăхăнма тивĕç пур пулин те хальхи учительсем пĕлӳпе пурнăçра усă курма хăнăхтарас енĕпе системăллă ĕçлемеççĕ. Кирлĕ ĕçе хутран-ситрен тăваççĕ. Ку вара, паллах, вĕрентĕвĕн пахалăхĕнче пĕтĕмĕшлĕн начар енпе палăрать тата шкул ачисен нумай пĕлес кăмăлне ним палăрми пĕтерсе вĕренӳре кая юласлăх картине сарать. Тĕрĕс вулама вĕрентекен тĕп мел тесе учительсем практикăра тĕсĕпе тата жанрĕпе тĕрлĕ текста тишкернине пăхаççĕ. Вĕрентӳ результачĕсене пĕтĕмĕшлĕн илсе тишкерни статья авторĕсене ачасене хальхи шкулта тĕрĕс вулама вĕрентме содержанийĕпе регион пурнăçне сăнлакан текстсем кирлĕ тесе çирĕплетме май парать. Регион культурипе тачă çыхăннă текстсем ачасене вуланин содержанине тĕплĕн тишкерме, тĕп шухăшсене мала хурса авторпа ирĕклĕ калаçăва кĕме чĕнеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- регион компоненчĕ, теори пĕлĕвĕсемпе пурнăçра усă курни (функциллĕ пĕлӳ), мĕн çырнине тĕплĕн ăнланни (вулав пĕлĕвĕ), текста тишкерни, вĕрентӳ пахалăхĕ, вĕрентӳ результачĕсем, уроксене проектлани, вĕренӳре кая юлни, шкул ачин çĕннине пĕлес кăмăлĕ (туртăмĕ)
-
Особенности работы над сказкой в начальных классах в рамках проектной деятельности
Статья в сборнике трудов конференцииАктуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Малышева Ольга Адольфовна
- Рубрика:
- Современные технологии и электронные цифровые ресурсы в преподавании родных языков и литератур
- Аннотаци:
- Статья посвящена проблеме введения учебного предмета «Литературное чтение на родном языке (русском)», в том числе формирования читательской грамотности младших школьников, интереса к чтению на основе проектной деятельности. Рассматриваются особенности организации исследовательских проектов на основе сравнения народных русских сказок и мультфильмов, созданных по их мотивам. В качестве примера показана работа над проектом по теме «Баба-Яга: добрая или злая?», в процессе которого учащиеся выполняли задания в соответствии с особенностями своей группы: любители кино, книголюбы, мудрецы, художники.
- Тӗп сӑмахсем: