Список публикаций по ключевому слову: «пуплев»
-
Студентсен хутшăнăвĕн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнчи конгруэнтлă тата конгруентлă мар (ҫын хӑйне мĕнле тыткалани унӑн шухӑшĕсемпе тата сӑмахĕсемпе килĕшсе тӑнă е килĕшсе тăман чухнехи) «Эпĕ» концепци
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Вершинина Татьяна Станиславовна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчев тĕллевĕ – хутшăнăвăн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнчи «Эпĕ» концепцин çирĕплĕхĕ çынсен хутшăнăвĕн пуплев хăтланăвĕнче палăракан коммуникаци тактики çине мĕнле витĕм кӳнине палăртасси. Гипотеза – «Эпĕ» концепцин конгруэнтлăхĕ пĕлӳлĕх субъекчĕ ыттисемпе мĕнлерех калаçассине йĕркелет. Вăл ытти çынсемпе мĕнлерех хутшăнассине витĕм кӳрекен шухăшлав системинче палăрать. Контекст йĕркеленĕвĕн концепцийĕпе килĕшӳллĕн, пуплев хăтланăвне хутшăну единици, ĕç-хĕл никĕсĕ, социумри çыхăну пек хаклаççĕ. Статьяра сăнавлă (эмпиризм) тĕпчевĕн результачĕсене илсе панă. Вĕсене Дж. Келлин репертуар решеткин техникине усă курса Екатеринбург хулинчи икĕ аслă шкулта вĕренекен 333 студента сăнанă вăхăтра тупса палăртнă. Тĕпчев кăтартнă харпăр çын конструкчĕсем ăнлавсен системин ыттисемпе хутшăннă чух витĕм кӳрекен тĕсне (хутшăну тĕсĕ е тĕслĕхĕ) асăрхама тата пĕрремĕш курс студенчĕсен «Эпĕ» концепцине хаклама май панă; çав конструктсенче (çын тыткаларăшне ăнланма пулăшакан инструментсенче) палăракан харпăр хăйне хаклани, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулакан чăнлăхри «Эпĕ» тата идеаллă «Эпĕ» ăнлавсене хаклани «Эпĕ» концепци çирĕплĕхне, харпăр çын характеристикинчен килекен когнитивлă хирĕçӳ (конфликт) пуррипе çуккине ăнланса илме пулăшать. Репертуар решеткинчи килĕшекен рольсене, чăнлăхри «Эпĕ» тата идеаллă «Эпĕ» ушкăнсене хутшăну тĕсне кура пайланнине тишкерсе тухса «Эпĕ» концепци çирĕплĕхĕн шайĕсене тата пуплев хăтланăвĕн тĕп характеристикисене сăнласа пама май пулнă. Вĕсен шутне харпăр çын пĕлтерĕвĕн уйрăмлăхĕсем, ыттисене пĕлтерни мĕн туйнипе килĕшсе тăни, хутшăнури роль тата шухăш-туйăм, пуплев хăтланăвĕн тĕсĕ, хутшăннă чухне тепĕр çынна уйăрса паракан вырăн (роль) кĕреççĕ. Теори пĕлтерĕшĕ: «Эпĕ» концепци çирĕплĕхне палăртмалли инструмент сĕнетпĕр. Вăл, хутшăну тĕсĕпе пĕрлешсе, пĕрремĕш курс студенчĕн пуплев хăтланăвĕ çине витĕм кӳрет. Практика пĕлтерĕшĕ – пуплев хăтланăвĕн индивидуаллă уйрăмлăхĕсене палăртни пĕлӳлĕх субъекчĕ хăйне хăй пĕлни (харпăр ăнланăвĕ) мĕнле шая аталанса çитнине уçса пама май парать. Çакă пĕрремĕш курсри студентсен професси ӑсталӑхне алла илессин пуҫламӑш тапхӑрĕнче (инициаци тапхăрĕнче) адаптаци потенциалне тупса палӑртмалли психологипе педагогика условийĕсем тума пулӑшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- контекст, «Эпĕ» концепци, пуплев хăтланăвĕ, çирĕплĕх, хутшăну (коммуникаци) тĕсĕ
-
«Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» хатĕрленӳ енĕпе пĕлӳ илекен студентсене тăван мар чĕлхене вĕрентнин хăйне евĕрлĕхĕ
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Селезнева Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра «Патшалӑх тата муниципалитет управленийĕ» хатĕрленӳ енĕпе пĕлӳ пухакан студентсене ют чĕлхене вĕрентнин хăйне евĕрлĕхĕнчен килекен йывăрлăха пăхса тухнă. Управлени енĕпе хатĕрленекен студентсем тăван мар чĕлхесене алла илнине тишкересси статьяна тӗллевӗ пулса тăрать. Ку вара акăлчан чĕлхипе çырнă текстсене сасăсене калас енчен, кăткăс ăнлавсене палăртакан сăмахсем пурри енчен тишкерме май парĕччĕ. Ӗçĕн авторĕ ăслăлăх ĕçĕн теори тата практика мелĕсемпе усă курать. Тĕпчевре профессин вĕренӳ содержанине тата теми профессипе çыхăннă, тĕнчере усă куракан термин инструментарийĕпе паллашма май паракан акăлчан тексчĕсене пăхса тухнă. Тĕпчев результачĕсем студентсен тăван мар чĕлхен (акăлчан чӗлхин) тĕп курсне алла илнисĕр пуçне вĕсен критикăллă тата аналитикăллă шухăшлавне аталантарасси çине уйрăм тимлĕх уйăрма кирлине кăтартаççĕ. Статьяра ESAPăн ăслăлăх тĕпчевĕн çул-йĕрне уçса панă. Вăл дисциплинăпа çыхăннă ятарлă контекстра професси тата калаçу енĕпе тухăçлă ĕçлеме май парать. «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» хатĕрленӳ енĕпе вĕренекен студентсен тимлĕхне тĕрлĕ тишкерӳ (логика, танлаштару, лексикăпа терминологи, контекст тишкерĕвĕсем) енне çавăрма кирлине кăтартать тесе пĕтĕмлетӳ тума пулать. Çакă вара хăй черечĕпе студентсен критика тата аналитика шухăшлавне, информацие суйласа илме, тĕрлĕ енчен тишкерме, ăнлантарма тата кирлĕ пек усă курма юрăхлă хăнăхăвне аталантарма хистет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ESAP, тăван мар чĕлхе (акăлчан чӗлхи), пуплев хăнăхăвĕ, академирен пыракан вĕрентĕвĕн хăнăхăвĕ, критикăллă шухăшлав, текст тишкерĕвĕ
-
«Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕхĕн 5 çул тултарнă ачасемпе (III шай) ĕçленĕ чухнехи уйрăмлăхĕсем (1-мĕш хыпар)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Коваленко Оксана Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кӳртĕм пайра, пуплевĕ пĕтĕмĕшле аталанман ачасен шухăшлавĕн, тавралăх туйăмĕн, тишкерӳллĕ сăнавĕн куçпа курса илнĕ информацие тишкерсе тĕрĕс хак пама чăрмантаракан уйрăмлăхĕсене уçса панă. Тĕпчевĕн меслечĕ «Килĕшӳсĕрлĕх» ĕçĕн Р.С. Немов сĕннĕ варианчĕ пулса тăрать. Тĕпчев пĕтмĕшĕнче уйрăм килĕшӳсĕрлĕхсен пĕтĕмлетӳллĕ результачĕсене хисепсемпе кăтартса панă. Пахалăха тишкерни тĕрĕс хуравсене çирĕплетсе хăварать, ачасем тăвакан йăнăшсен механизмне уçса парать. 5 çул тултарнă нормăпа аталанакан тата нормăпа аталанман (III шай) ачасен пĕр-пĕр ӳкерчĕке пăхса тухнă чухнехи паллăсене тишкернин пахалăх енĕсене кăтарнă: тӳр килӳ çуккине (пурне те тĕрĕс ӳкернĕ-и?) ăнлантарнин варианчĕсем тата хуравсене тӳрлетнипе пулнă (чăннипе епле пулмалла?) вариантсем. Тӳр килӳсем çуккине ăнлантарнă тата тӳрлетнĕ кашни вариантпа пĕтĕм хисепе тата тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕсене хисеп тăрăх палăртса пынă. Ăнлантару панă тата тӳрлетӳ тунă пĕтĕм варианта ачасен хуравĕсемпе ĕнентернĕ тата уйрăмлăхсене числопа кăтартса пынă. Çавăнпа пĕрлех, йĕркеллĕ калаçакансен хисепĕ пысăкрах вариантсене, пуплев пĕтĕмĕшле аталанманнисен (III шай) варианчĕсене, пĕтĕмĕшле аталанманнисен кăна (III шай) тĕл пулакан вариантсене кăтартнă. Пĕтĕмлетӳре ăнлантару, тӳрлетӳ варианчĕсен йĕркине тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсене пысăк уйрăмлăхран пуçласа пĕчĕк уйрăмлăх таран черетпе вырнаçтарса кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пĕтĕмĕшле аталанса çитменни (пуплев аталанăвĕн III шайĕ), 5 çул тултарнă ачасем, кĕрет тата сăнарлă шухăшлав, тавралăха туйни, «Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕх, тишкерӳллĕ сăнав
-
Шкула каякан кĕçĕн çулхи ачасен пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнипе дисграфине тӳрлетеси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Сибарова Мария Антоновна, Султанбаева Клавдия Ивановна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра логопедăн пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнине пула çыру пăсăлнă ачасемпе тăвакан тÿрлетÿ ĕçĕн содержанине уçса панă. Статья тĕллевĕ ‒ пуплевре çитменлĕх пур ачасене дисграфирен хăтарас енĕпе тăвакан ĕçĕн тухăçлăхне кăтартасси пулса тăрать. Юлашки çулсеенче пуплевĕ кăлтăклă ача йышĕ ÿссех пыни ыйту паян куншăн питĕ пĕлтерĕшлине тата педагогсемпе логопедсен ачасене вăхăтра пулăшу пама тивĕçлĕх пуррине кăтартать. Пуплев аталанманнипе çыхăннă дисграфие вăхăтра тупса палăртманни тата юсав тÿрех пуçламанни малашне шкулта вĕренÿ прграммине алла илме тата ачасене нумай енлĕн аталантарма чăрмантарать. Тĕпчев меслечĕ. Авторсем О.Б. Иншакова меслечĕпе усă курса ирттернĕ диагностика материалĕпе паллаштараççĕ. Ку меслет специалистсене кĕçĕн класс ачисен çыру пуплевĕнче тĕл пулакан кăлтăкĕсене тата вĕсен аталану шайне тупса палăртма май парать. Кунсăр пуçне кĕçĕн классенче педагогсем пуплевре кăлтăк пур ачасене çырура пулăшма усă куракан меслетсене сĕннĕ. Тĕпчев результачĕсем. Тĕрĕслев эксперименчĕ кăтартнă тăрăх, пуплевĕ аталанман ачасен, пуçламăш классенче, дисграфирен килекен йăнăш шучĕ 35 процент чухлĕ чакать. Пĕтĕмлетÿсем. Кĕçĕн класс ачисен çырăвне тĕпченин результачĕсем логопед коррекци ĕçне сасăсене уйăрса илессипе, сасăсене калама хăнăхтарассипе, сăмахсен сассисене уйăракан тата пĕрлештерекен ханăхтарусемпе çыхăнтармаллине тата кĕçĕн класс ачисен сăмах пуянлăхне çирĕплетсе, пунлатса пымаллине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕçĕн шкул ÿсĕмĕ, дисграфи (çыру процесĕнче пулакан кăлтăк), çыру (çыру пуплевĕ), пуплев пĕтĕмĕшлĕн аталанманни, тÿрлетÿ (коррекци)
-
Чӗлхепе пуплеве чăваш çырăвне йӗркелеме усă курасси
Статья в сборнике трудов конференцииАктуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Виноградов Юрий Михайлович
- Рубрика:
- Актуальные вопросы современного языкознания и литературоведения
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах хальхи чăваш çырăвěн нормине тăвасси çинчен пырать. Ав-тор шухăшěпе, грамматика фонетика варианчěсенчен упранма май парать. Орфографин тěп принципě фонема принципě пулни чăвашпа вырăс орфо-графийěсем пěрешкел иккенне пěлтерет. Пěрле тата уйрăм çырасси вара расна, мěншěн тесен чăвашла пуплев вырăссенни пек мар, грамматикăра та уйрăмлăх пур.
- Тӗп сӑмахсем:
- Чěлхе, пуплев, орфографи, правило, норма, сăмах, сăмах майлашăвě, машăр сăмах, интонаци, пауза, пěрле çырни, уйрăм çырни, дефиспа çырни
-
Пуплевӗ пӗтӗмӗшле вăй илмен ачасен калаçăвӗн сасăпа сыпăк тытăмӗ аталаннин уйрăмлăхӗ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Фомина Анжела Рашидовна, Ажумарова Эмма Арслановна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра шкул умěнхи ӳсěмěн 1 – 4 шайěсенчи ачасен тата кěçěн класс ачисен пуплевре сасăпа сыпăк тăвасси аталанманнин уйрăмлăхěсене тишкернě. Пуплевě пěтěмěшле вăй илсе çирěпленмен ачасен калаçура тěл пулакан паллăрах йăнăшěсене тата çитменлěхěсене (мотор алалийě, дизартри, ринолали) хисеп тата пахалăх енчен тишкерӳ панă, пуплев çитменлěхě çыру аталанăвне мěнле витěм кӳнине кăтартнă. Авторсем хальхи паллă логопедсен (Титова Т.А., Левина Р.Е., Филичева Т.Б., Маркова А.К., Усанова О.Н. т. ыт.) тěпчевěсен результачěсем çине таянаççě. Статья материалěпе логопедсемпе учительсем пуплевě пěтěмěшле вăй илсе çирěпленмен ачасен яланхи калаçăвне тишкерсе классификаци тунă чухне усă курма пултараççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пěтěмěшле аталанманни, сасăпа сыпăк тытăмě, мотор алалийě (пуплев органěсене кирлě пек ěçлетерейменни), дизартри (сасăсене каланă чухне артикуляци тěрěс туманни), ринолали, элизи (сăмах вěçěнчи уçă сасă тухса ӳкни), парафази, метатеза (сасăсем ылмашăнни)
-
Чăваш чĕлхине вĕрентес ыйту тавра
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Игнатьева Валентина Ивановна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра палăртнă шухăшсем тĕрлĕ чĕлхеллĕ ачасене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçе вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме май параççĕ. Ĕçе йĕркелемелли тĕп принципсене, ĕç тĕллевĕсене, содержанине тата кĕтекен результатсене пĕр çыхăнура, системăра палăртма пулăшаççĕ. Автор шухăшĕпе, тĕрлĕ чĕлхеллĕ ачасене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçе лингвокультурологи принципне тĕпе хурса йĕркелени вырăнлă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи, иккĕмĕш чĕлхе, хутшăну, пуплев, тĕп шухăшсем
-
Ача сачĕн вĕренÿ талккăшĕ – шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли вăй
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Марихин Сергей Васильевич, Кондратюк Мария Игоревна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ача сачĕн шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли тĕп майĕсене пăхса тухнă. Авторсем пуплев тулли аталанман ачасен харпăр ăнланăвне пĕтĕмĕшле ăнлантарнă, çакнашкал ачасен харпăр ăнланăвне аталанмалли çул-йĕре кăтартнă. Авторсвем палăртнă тăрăх, пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хаклама хăнăхтарни, пурнăçра çын тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ĕç тунине кăтартни пуплев аталанман ачасене ытти ачасемпе пĕр рете тăртатма, ыттисемпе хутшăнма, чун çирĕплĕхне аталантарма, «Эп» концепцие никĕслеме, ума пысакрах тĕлевсем лартма хăнăхтарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпар ăнланăвĕ, шкул умĕнхи ачасем, ача сачĕ, пуплевĕн тулли аталанманлăхĕ
-
Сывлӑх енчен кӑлтӑклӑ ачасен пуплевне шкул умӗнхи аслӑ ӳсӗмре «Пуплев-матикӑра» математикӑн ансат ӑнлавӗсемпе паллаштарнӑ май тӳрлетмелли программа
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Вараксина Лариса Владимировна, Чекунова Наталья Юрьевна, Кустикова Лариса Николаевна, Позолотина Ольга Михайловна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра сывлах енчен кӑлтӑклӑ ачасен пуплевре усӑ куракан активлӑ сӑмах йышне, хутшӑну, грамматика енчен тӗрӗс диалог тата монолог тӑвас пултарулӑхне формӑпа, пысӑкӑшпа, ритмпа, хисеппе, тулли япала пайсенчен тӑнипе, вырӑн тата вӑхӑт талккӑшӗпе паллаштарнӑ май епле аталантармалли программӑн содержанийӗ çинчен кӗскен çырнӑ. Ку программа сывлӑх енчен кӑлтӑклӑ, çав вӑхӑтрах пуплев енчен пӗтӗмӗшле аталану çук ачасен пуплевне тӳрлетес тӗллевпе тухӑçлӑрах ӗçлеме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплеве тӳрлетесси, математикӑпа çыхӑннӑ ансат тӗшмӗртӳ, тӳрлетӳпе аталантару программи, календарьпе тематика планӗ
-
Суккăр е пачах курман ачасен шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентессин татса паман ыйтăвĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Полякова Надежда Петровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра вырăс чĕлхине тăван чĕлхе шутĕнче вĕрентмелли пĕтĕмĕшле тата ятарлă методикăн хальхи лару-тăрăвне пăхса тухнă. Хальхи кунхи пĕлтерĕшлĕхне кура автор вырăс чĕлхине тифлопедагогика картинче епле вĕрентнин лару-тăрăвне тишкернĕ, çав шутра М.И. Земцова, В.А. Мыльников, Н.С. Костючек, И.Л. Моргайлик тата И.П. Чигринова тифлопедагогсен вĕрентĕвне шута илнĕ. Малашне татса памалли йывăр ыйту ушкăнне кăтартнă. Çак ыйтусенчен пĕрне уçăмлатакан мел вырăнне вырăс чĕлхи вĕреннĕ май суккăр ачасен пĕлӳлĕхне йĕркелекен, ачасен хут пĕлĕвне, тӳрлетӳпе аталану ĕçне малалла ярас тĕллевлĕ маршрута сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- чĕлхе ăслăлăх пĕлӳлĕхĕ, чĕлхе пĕлӳлĕхĕ, хутшăну пĕлӳлĕхĕ, ялан кирлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, туйăм пĕлĕвĕ-хăнăхăвĕ, пуплеве сăмах вĕççĕн ăнланни, суккăр ача
-
Китай ачисем сочинени акăлчанла çырнă чухне пуплев пайĕсене уйăрассипе тунă йăнăшсене тишкерни
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Лю Сяолэй, Ли Сицзян
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- К статьяра китай ачисем акăлчанла çырнă чухне тăван чĕлхе витĕмĕпе пуплев пайĕсене пăтраштарнине тишкернĕ, йăнăшăн тĕп сăлтавĕсене уçăмлатнă. Тĕпчесе тишкерӳ тунă хыççăн авторсем, малтанласа, китай ачисем тăвакан йăнăшсене пĕтерме пулăшакан икĕ сĕнӳ параççĕ, хăйсем палăртнă йывăрлăх çине преподавательсен те, студентсен те тимлĕх уйăрма, вĕренттӳре тĕрĕс те витĕмлĕ мелсемпе усă курма тивĕç пур тесе шутлаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчанла çырни, пуплев пайĕсемпе йăнăш усă курни, тăван чĕлхен йăнăш тăву витĕмĕ