Список публикаций по ключевому слову: «education»
-
Компетентностная модель руководителя дошкольной образовательной организации
Глава в книгеРазвитие науки и образования № 2- Автор:
- Белоусова Римма Юрьевна, Новоселова Антонина Николаевна, Подоплелова Наталья Михайловна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В работе дается описание теоретического исследования профессиональной готовности руководителя к реализации ФГОС дошкольного образования, разработки компетентностной модели руководителя дошкольной образовательной организации, основными компонентами которой являются общекультурный, мотивационно-ценностный, когнитивный, социально-коммуникативный, управленческий, а также личностно-творческий.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Использование специальных профессиональных компетенций в математическом образовании бакалавров в Кабардино-Балкарском государственном аграрном университете им. В.М. Кокова
Глава в книгеРазвитие науки и образования № 2- Автор:
- Хачев Мухадин Мухарбиевич, Теммоева Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- Эффективная деятельность каждого вуза невозможна без учета его специфики и индивидуальных особенностей. В связи с этим в каждом учебном заведении возникает потребность в том, чтобы, помимо компетенций, указанных в Федеральных государственных образовательных стандартах высшего образования, соответствующих требованиям компетентностного подхода, разработать и применять дополнительные компетенции, а соответственно, и собственные рабочие программы, педагогические инновации, методические и дидактические материалы по учебным дисциплинам. Такая конкретизация с учетом региональных, ментальных, личностных особенностей как преподавателей, так и обучающихся неизбежна. Поэтому необходима и какая-то возможность маневрирования, внесения чего-то своего, индивидуального каждым вузом, каждым отдельным преподавателем в процесс образования. В КБГАУ им. В.М. Кокова проводится указанная работа в рамках продуманных специальных профессиональных компетенций. Авторы многорафии попытались обосновать необходимость и полезность применения таких компетенций, показать, как их использование отразилось на раскрытии личностных качеств обучающихся, развитии их способностей к самостоятельной работе, создании новых моделей проведения лекционных и аудиторных занятий в вузе, изложили методологические подходы организации, проведения и оценивания внеаудиторной работы.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Вĕренӳ пулăшăвне кредитламалли принципсен уйрăмлăхĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Белянчикова Татьяна Викторовна, Левашов Евгений Николаевич
- Рубрика:
- Образовательная политика
- Аннотаци:
- Статьяра вĕренӳ рынокĕнче вĕренĕве кредитламалли тĕп принципсене пăхса тухнă. Коммерци банкĕсем заемщиксене аслă шкулта вĕренме тĕп кредит тата хушма предит панипе çыхăннă хăйне майлă уйрăмлăхсене хакланă. Авторсем укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин тата тĕрлĕ сийрен тухнă студентсене патшалăх пулăшăвне парассин çул-йĕрне, вăл шутра субсидисене, гарантисене, пăхса тухнă. Вĕренӳ талккăшĕн расна тапхăрĕнче тунă килĕшÿсен системине уйрăммăн тишкернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- кредит, вĕренӳ пулăшăвĕ, коммерци банкĕсем, тивĕçтерни, гаранти, субсиди, кредитлав принципĕсем, кредит парас мехел
-
Вĕренӳ пулăшăвĕн рынокĕ: трансформацин коньюктурăпа информаци аспекчĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Архипов Анатолий Евгеньевич, Григорьев Евгений Алексеевич, Еськов Вячеслав Дмитриевич
- Рубрика:
- Образовательная политика
- Аннотаци:
- Хальхи общество халăх пурнăçĕпе экономикăн ку е вăл пулăмĕ глобализациленнĕ лару-тăрура халăхсен культура çыхăнăвĕ хăвăрт улшăннипе палăрса тăрать. Çак пулăм, авторсен шухăшĕпе, лайăх специалистсене хатĕрленин, вĕренĕве пĕтĕмĕшлĕн, çав шутра аслă професси вĕренĕвне çĕкленин, пĕлтерĕшне пысăклатать. Аслă шкулăн конкуренци ăнăçлăхĕ вĕренӳ продуктне потребительсене тивĕçтерекен шайра хатĕрленинчен килет. Рынок субъекчĕсен глобализаципе информацирен килекен хутшшăнăвĕ аслă вĕренӳ заведенийĕсене мĕнле йĕркелесе ĕçлеттернинчен нумай килет.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ пулăшăвĕн рынокĕ, пулăшăвăн конкуренци пултарулăхĕ, вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, конкуренцире вăйлăрах пулни
-
Вĕренĕве хунă инвестици – пуласлăха хунă инвестици
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Данильченко Сергей Леонидович
- Рубрика:
- Образовательная политика
- Аннотаци:
- Ку статьяра паха вĕренĕвĕн çивĕч ытăвĕсене пĕтĕмĕшлĕн тата вĕренĕве укçа-тенкĕ енчен мĕнле пулăшас ыйтăва пайăррăн пăхса тухнă. Хальхи потребительсем вĕренĕве укçа хывнă чухне хăйсене лайăх енчен кăтартма май пуррине, ĕç рынокĕнче пысăк вырăн йышăннине ĕнентерме май пуррине шута илеççĕ. Пысăк организацисемпе производство субъекчĕсем инвестицие тĕнче шайĕнче пулса иртекен конкуренцире сыхланса юлма май паракан шанчăклă хӳтлĕх тесе шутлаççĕ. Автор вĕренĕве хуракан инвестици çул-йĕрĕ улшăннипе çĕнелнине палăртать тата Севастополь хулинче вăтам професси вĕренĕвĕн пуласлăхра курăнакан енĕсене асăрхать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ организацийĕ, вăтам професси вĕренĕвĕ, паха пĕлӳ илни, ирĕклĕ укçа-тенке пайталлă хывни, вĕренекенсен пĕлӳ стандарчĕ, вĕренӳ тытăмне ертсе пыни, ертсе пыру пултарулăхĕ, администраци йышĕ, хисеп кăтартăвĕ, пахалăх кăтартăвĕ
-
Аслă шкулта пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн йĕркеленнĕ чух информаци технологийĕсемпе усă курасси
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Селеменева Татьяна Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра вĕренӳре пĕлӳлĕх тăвассине пăхса тухнă. Тĕпчев предмечĕ аслă шкулта математикăна пĕлӳлĕхе тĕпе хурса вĕрентесси пулса тăрать. Ку процесăн витĕмлĕхне ӳстерме хальхи информаци технологийĕсем май параççĕ. Информаци технологийĕсемпе усă курнă чухне пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн ӳссе пынине тĕпе хунă. Çавна май кашни тапхăр валлли ку е вăл технолги хатĕрĕ суйласа илме сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх, пĕлӳлĕх мелĕ, пĕлӳлĕх йĕркеленекен тапхăрсем, аслă шкулта вĕрентесси, математика вĕрентесси, информаци технологийĕ
-
Раççейĕн право культури аталанни: юриспруденци вĕренĕвĕн историпе право ыйтăвĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Юн Лариса Владимировна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Автор право культури правăна мĕн таран ăнланнин шайне, право ăн-сĕмне тата законлăхне витĕм кÿрет тесе палăртать Статьяра I Петĕр патша вăхăтĕнче право культури епле вăй илсе пынине пăхса тухнă. Право ăн-сĕмĕпе право культурин пахалăхĕпе лару-тăрăвне витĕм кӳрекен сăлтавсемпе факторсене тимлĕх уйăрнă. Тĕпчевçĕ I Петĕр реформисем вырăс обществин право культурин содержанине чылай улăштарнă тесе пĕтĕмлетӳ тăвать. Улшăну, тĕпрен илсен, законодательствăпа правăн пысăкланса пыракан витĕмĕпе пулса иртнĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- право ăн-сĕмĕ, право культури, право ăс парăвĕ, право реформисем, законодательство аталанăвĕ, юриспруденци вĕренĕвĕ
-
Раççейĕн хальхи юриспруденци вĕренĕвĕн аталанăвĕнче палăракан конституционализмăн моделĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Садыков Искандер Анварович
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра Раççĕй юридици вĕренĕвĕн аталу процесĕсене тĕпченĕ. Ку аталану, автор шухăшĕпе, конституционализм моделĕсене реализацилес тĕллеве пăхăнмалла. Автор право ăн-сĕмĕпе право патшалăхне тăвассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсене татса парсан право хутшăнăвне кĕрекен пĕтĕм субъектăн çивĕч ыйтăвĕсене – патшалăхăн, обществăн, çыннăн – пĕр-пĕрне килĕшÿллĕ витĕм кÿреслĕхне йĕркелеме пулать. Ку ыйтусене ăнлантарма хальхи юридици вĕренĕвĕ уйрăм тимлĕх уйăрма тивĕç. Обществăра конституционализм модельне вăя кĕртесси тÿрĕлĕхе пăхăнакан законодательствăн авторитечĕпе çыхăннă.
- Тӗп сӑмахсем:
- общество, право ăн-сĕмĕ, конституционализм моделĕ, право принципĕсем, патшалăх, çын, хальхи юридици вĕренĕвĕ
-
«Чун экологийĕ» – çĕнĕ Çынна калăплассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Башкирова Светлана Николаевна, Павленко Ирина Николаевна, Яныкина Инна Михайловна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра хулан аслă шкулĕсем пулăшнипе вăтам шкул ачисене медицинăпа биологи пĕлĕвне парса сывлăхшăн ырă пурнăç йĕркин картинче психологипе кăмăл-туйăмне аталантарнă май вĕренӳ компетенцийĕ тăвассипе çыхăннă меслетсене кăтартнă. Пĕтĕм педагог коллективĕ тăрашнипе сывлăхшăн ырă пурнăç йĕркине тăвассипе çыхăннă компетенци пани пурнăçра шкул ачисене хăйсен вырăнне тупма пулăшĕ. Вĕренĕве авторсем уйрăм çыннăн хăйĕн кăмăл-туйăмне тулли тивĕçтерсе потенциалĕпе анлăн усă курма пултараслăхĕ тата ытти çынсене кирлĕлĕх мехелĕ тесе ăнланаççĕ
- Тӗп сӑмахсем:
- ырă пурнăç йĕрки, чун экологийĕ, çутта кăлару, вĕренӳ, чун-чĕм тата кăмăл-сипет культури
-
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацин корпораци культурине хакламалли критерисем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Михайленко Анастасия Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ĕçре хăйне майлă организаци шутланакан шкулăн корпораци культурине хакламалли критерисе- не сĕннĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен пĕтĕмĕшле культурине хаклама май паракан тĕп çул-йĕре пăхса тухнă. Вĕренӳ организацийĕн хăйне евĕрлĕхне кура ун корпораци культурине хаклама никамран килмен критерипе кăтарту системине ăнлантарнă. Ку система корпораци культурине балсемпе хаклама май парать. Унпа тĕрлĕ шкулăн корпораци культурине ялан сăнаса тăма тата вĕсен культура шайне кунсерен танлаштарса пыма май килет.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ организацийĕ, корпораци культури, корпораци культурине тишкерни, хаклав критерийĕсем, никамран килмен хаклав, хаклав кăтартăвĕсем
-
Тĕн тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ – общество системин пĕрлешӳлĕх хавхине тăвакан вăйсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Древаль Любовь Вадимовна, Орлова Анна Владимировна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Тĕн халăха вăй кĕртсе хавхалантарма хутшăнни – никам хирĕçлемен пулăм, анчах ку институтăн функцийĕ çирĕпленнĕ режим мĕнлине кура, конкретлă лару-тăрăва, кризиса е тивĕçлĕ çĕнетĕве пула улшăнма пултарать. Тĕн вĕренĕвĕ вăй илсе аталаннă пирки статьяра тĕнĕн лăпкăлăха çирĕплете- кен е пăсакан функцине витĕм кӳнĕ конкретлă истори пулăмĕсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне авторсем тĕн вĕренĕвĕпе халăх вĕренĕвне пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан формăсене кăтартса тухнă. Хальхи вăхăтра тĕн пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсене асăннă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тĕн, хавхалантару, çирĕплетӳ, çирĕплĕх пăсăлăвĕ, тĕн вĕренĕвĕ
-
Техника специальноçĕ паракан вузсен вĕренӳ пахалăхне хаклассин уйрăмлăхĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Григораш Олег Владимирович
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку ĕçре техника вузĕсен (факультетсен) выпускникĕсен вĕренӳ пахалăхне хакламалли хатĕр-хĕтĕрпе ла-ру-тăрăва кăтартнă. Автор вĕренӳ пахалăхне мĕнле ăнланмаллине, мĕнле хакламаллине каласа парать, вуз пĕтерекенсемпе çыхăннă «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсен содержанине уçăмлатать. Ĕçре студентсем семестрта тата вĕренӳ çулĕнче вĕренсе илнĕ хыççăнхи хатĕрлев пахалăхĕн коэффициентне тупмашкан аналитика тĕслĕхĕсем сĕннĕ. Çавна май хатĕрлев пахалăхĕн кăтартăвне, практикăна, вĕренсе пĕтернĕ чухнехи пĕтĕмллетӳ ĕçне, ĕçлев хавалне хакламалли балсене мĕнле шута илмеллине кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренÿ пахалахĕ, хакламалли хатĕрсем, копетенцилĕхе шута илни, хаклавăн балпа рейтинг системи
-
Шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсен методика ĕçне вĕренӳ аталанăвĕн хальхи тапхăрĕнче йĕркелесе пырасси
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Ковтун Ольга Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку статьяра шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсенче методика ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тĕп требованисене пăхса тухнă. Автор педагогсен профессионализмĕпе тата ĕç патне туртăм пуррипе çуккинчен килекен çивĕч ыйтусене кăтартать тата вĕсене татса пама хальччен коллективра усă курман меслетсемпе формăсем сĕнет. Вĕсенчен чи çĕннисем шутне çаксене кĕртнĕ: диспут, ĕçлĕ вăйă тата тимбилдинг. Кунсăр пуçне статьяра методика ĕçĕн тухăçлăхне хакламалли тĕп критерисене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагог, ФГОС, диспут, тимбилдинг, вĕренӳ, вĕренӳ системи, меслет, профессилĕх, тухăçлăх, ĕçлĕ вăйă, меслет ĕçĕ, шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ, стратеги
-
Хальхи цифра вĕренĕвĕ: аталану çул-йĕрĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Кондратьева Светлана Борисовна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра цифра пурлăхĕ хальхи вĕренӳ талккăшĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарнă. Вĕренӳ аталанăвĕ ачасен пĕлӳ чиккисене сарма май паракан компьютер технологине вăя кĕртессипе тачă çыхăннине кăтартнă. Вĕренĕвĕн лайăх енĕсем пур пулин те – техника хатĕрĕсемпе усă курассинче татса памалли ыйтусем те çук мар. Статьяра, тĕпрен илсен, вĕренӳ аталанăвне ăслăлăхăн пысăк технологипе çыхăннă енĕ пысăк витĕм кӳнине тимленĕ. Хальхи цифра технологийĕ вăй илсе пыракан обществăра вĕрентӳре çĕнĕ мелсем шырас пирки каланă ку е вăл шухăша тишкернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ хутлăхĕ, цифра технологине пĕлни, интернет пуянлăхĕ, цифра технологине пĕлекен общество, онлайн вĕрентӳ
-
Предметсене çыхăнтарса вĕрентесси – педагогикăн татса паман ыйтăвĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Малиновская Нина Михайловна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Хальхи эрăчченхи VІ–ІV ĕмĕрсенче абстрактлă математикăпа философи тĕвĕленнине статьяра информацин çынсен яланхи практики çӳллĕрех çĕкленнипе çыхăннă виççĕмĕш революцийĕ (ИР) тесе пăхнă. Автор вĕренӳ дисциплинисен содержанийĕ çине таянса философипе математика аталанăвĕн историне тĕплĕн тишкерет. Тĕп предмет шутланман факультетсенче философин вĕренӳ програм- мисене çĕнетесси паян куншăн татса паман пысăк ыйту пулнине ĕнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- практика, информаци революцийĕсем, чăн пурри, вĕренӳ дисциплини, тĕн вĕрентĕвĕ, ăслăлăх вĕрентĕвĕ, антиноми, категорисем çине таяннă шухăшлав
-
Раççей вĕренĕвĕн хальхи тытăмĕ тата ăна çĕнетесси çинчен
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Григораш Олег Владимирович
- Рубрика:
- Российская система образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра Раççĕйĕн вĕренӳ системинче пулса иртекен реформăн çитменлĕхĕсене, аслă шкула пĕтерекенсен вĕренӳ пахалăхĕ чакса пынине кăтартнă. Автор вĕренӳ тытăмне лайăхлатмалли чылай мел сĕнет. Тăван çĕр-шыв тата ют çĕр-шыв ученăйĕсен ĕçĕсене тĕпчесе компетенцилĕх картинче «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсем расна пулнине уçса парать. Тĕпчевçĕ вĕренӳ мĕн таран паха пулнине вуз пĕтерекен студентсем илнĕ пĕлӳпе тухăçлă усă курса хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарни, конкуренци вăйлă лару-тăрура ĕçлеме хатĕрри, ĕç рынокĕнче тăвакан ăнăçлăхĕ, ĕçре кирлĕлĕхĕ тата çĕнĕ лару-тăрăва хăвăрт хăнăхаслăхĕ тăрăх хаклама май пурине кăтартать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ программи, хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренӳ пахалахĕ, компетенци
-
Вĕренӳ хевтин уйрăмлăхĕ: Атăл тăрăхĕн вĕренекенĕсем тата ĕçлекен çамрăкĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Рожкова Лилия Валерьевна, Дубина Альбина Шагидулловна
- Рубрика:
- Социология и статистика образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра халăх хевтин хаклăх пайрăмĕсене пахса тухнă. Авторсем хальхи çамрăксен вĕренӳ хевтине тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ, çак хевтене обществăн пуласлăхне тума кирлĕ пурлăх тата пуянлăх тесе шутлаççĕ. Хăйсем ирттернĕ тĕпчев çине таянса пурнăç хаклăхĕн тĕп енĕсене тишкереççĕ, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксен виçĕ ушкăнĕн вĕренӳ хевтине тан- лаштараççĕ – вĕренекенсенне, ĕçлекенсенне, ĕçлеменсенне. Юлашкинчен пĕтĕмлетӳ панă: вĕренӳ хев- ти пысăк пулнипе палăрса тăркан ушкăнсем пур – предпринимательсем тата студентсем.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ, хаклăх çул-йĕрĕ, çамрăксем, хаклăх, общество хевти, Атăл тăрăхĕн регионĕсем
-
Формирование правосознания студентов в вузе (теоретический аспект)
Глава в книгеРазвитие науки и образования № 1- Автор:
- Иванова Наталья Георгиевна, Щебляков Евгений Степанович
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В данной монографии рассматривается вопрос модернизации системы образования. Отдельного внимания заслуживает юридическое образование, которое призвано отвечать за формирование правосознания будущих юристов, определяющего, прежде всего, уровень развитости любой правовой системы. Процесс формирования правосознания студентов в вузе – достаточно сложный и продолжительный во времени. Компетентностный подход, закрепившийся достаточно прочно в современном образовании, позволяет формировать профессиональные умения и навыки бакалавров юриспруденции, формируя тем самым правосознание и правовую культуру будущего специалиста.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Профессиональная общественная аккредитация: государственная политика, возможности, стратегия, инновации, образование, перспективы
Глава в книгеРазвитие науки и образования № 1- Автор:
- Чернопятов Александр Михайлович, Бондарева Екатерина Ивановна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В работе рассмотрены профессионально-общественная аккредитация образовательных программ и её направление на выявление особенностей и сильных сторон программ, специфичность их реализации, которые впоследствии позитивно будут отражаться на качестве подготовки будущих специалистов. Актуальность темы представляемой работы обусловлена новой парадигмой в сфере взаимоотношений между образовательными учреждениями и работодателями. Запросы работодателей на подготовку специалистов обусловлены все более возрастающими требованиями рынка. В современных условиях рынок труда перманентно обновляет свои требования к качеству выпускников образовательных учреждений. Задачи, которые ставит работодатель перед образовательными учреждениями, заключаются в том, что будущий специалист должен подходить не только по образовательным характеристикам, но и по психологическим, индивидуальным, управленческим и самое главное, по профессиональным качествам, широко востребованным на современном этапе.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Образование в России: инновационный путь развития
Глава в книгеРазвитие науки и образования № 1- Автор:
- Панькова Наталья Александровна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В современном мире, в эпоху глобализации и информатизации человеческого общества лидерами становятся те страны, которые уделяют особое внимание раскрытию человеческого потенциала. Главную роль здесь играет образование. Внедрение работающих инноваций в сфере образования, инвестиции в человеческий капитал приведут к экономическому росту, технологической модернизации и социальной устойчивости, усилению роли России на мировой арене и повышению качества жизни каждого гражданина нашей страны.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Актуальные проблемы взаимодействия науки и образования
Глава в книгеНаучное обозрение- Автор:
- Казибекова Наида Аликулиевна
- Рубрика:
- Парадигмы современной науки
- Аннотаци:
- Автор рассматривает проблему взаимодействия образования и науки и их роль в формировании образовательного потенциала работников. Для этого использованы такие методы исследования, как анализ, синтез, сопоставление. В результате автор приходит к выводу, что дополнительное профессиональное образование является мощным резервов во взаимодействующей системе «образование – наука».
- Тӗп сӑмахсем:
-
Высшее военное образование на современном этапе (к вопросу о рассмотрении процесса освоения дисциплин социально-гуманитарного цикла в отечественном и зарубежном научном дискурсе)
Глава в книгеНаучное обозрение- Автор:
- Фарберова Ольга Евгеньевна, Баранов Дмитрий Александрович, Анисимов Владимир Петрович
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- Работа посвящена анализу сущности взаимосвязи понятия первичной военно-средовой адаптации курсантов военных вузов. Даётся краткая характеристика основных направлений научного анализа рассматриваемой проблемы в работах некоторых отечественных и зарубежных военных педагогов. Ставится цель дать сравнительную характеристику ключевых подходов, сформировавшихся в пределах отечественной и зарубежной социолого-педагогических школ. Формулируются наиболее характерные и типичные проблемные стороны освоения курсантами комплекса социально-гуманитарных дисциплин в системы высшего военно-инженерного образования, в том числе иностранными военнослужащими, проходящими обучение в военных вузах. Предпринимается попытка наметить основные проблемы и контуры дальнейшей исследовательской работы в данном направлении.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Мераб Константинович Мамардашвили: опыт преподавания философии. Взгляд из будущего
Глава в книгеНаучное обозрение- Автор:
- Кондратьева Светлана Борисовна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- Статья посвящена осмыслению взглядов М.К. Мамардашвили на проблему преподавания философии в высших учебных заведениях, анализу роли философии в современном обществе и в системе образования. Показано, что, несмотря на присутствие философии как обязательной дисциплины базовой части учебного плана, можно констатировать отсутствие целостного образа ее преподавания. Основное внимание в работе акцентируется на изменении статуса философии в образовательном процессе.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Комплексная модель фундаментальной математической подготовки в военном вузе
Глава в книгеНаучное обозрение- Автор:
- Абанина Татьяна Ивановна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В данной статье рассматривается комплексное моделирование фундаментальной математической подготовки в военном техническом вузе на основе выделения основных параметров образовательного процесса и индивидуальных особенностей студентов. Приводятся некоторые результаты исследования влияния выделенных параметров на эффективность математической подготовки. В исследованиях применялся статистический анализ.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Учебно-методическое обеспечение вузовского курса хорового сольфеджио
Глава в книгеНаучное обозрение- Автор:
- Макина Анна Владимировна
- Рубрика:
- Парадигмы современного образования
- Аннотаци:
- В данной работе поднимается вопрос учебно-методического обеспечения дисциплины «Хоровое сольфеджио» в вузе по направлению подготовки «Дирижирование». Анализируются различные методические подходы в ряде немногочисленных пособий, адресованных хоровым дирижерам, в частности, последних лет, основанных на использовании конструктивного и «живого» материала в преподавании данной дисциплины, и посвященные основным формам работы: интонирование, слуховой анализ, диктант. Раскрываются цель и задачи курса как связующего звена между базовой дисциплиной сольфеджио и практическими навыками хорового класса, а также представлены две позиции в преподавании «Хорового сольфеджио».
- Тӗп сӑмахсем: