Теоретические и прикладные исследования в образовании
Аннотаци:
Статьяра цифра пурлăхĕ хальхи вĕренӳ талккăшĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарнă.
Вĕренӳ аталанăвĕ ачасен пĕлӳ чиккисене сарма май паракан компьютер технологине вăя кĕртессипе тачă çыхăннине кăтартнă. Вĕренĕвĕн лайăх енĕсем пур пулин те – техника хатĕрĕсемпе усă курассинче татса памалли ыйтусем те çук мар. Статьяра, тĕпрен илсен, вĕренӳ аталанăвне ăслăлăхăн пысăк технологипе çыхăннă енĕ пысăк витĕм кӳнине тимленĕ. Хальхи цифра технологийĕ вăй илсе пыракан обществăра вĕрентӳре çĕнĕ мелсем шырас пирки каланă ку е вăл шухăша тишкернĕ.
Тӗп сӑмахсем:
вĕренӳ хутлăхĕ, цифра технологине пĕлни, интернет пуянлăхĕ, цифра технологине пĕлекен общество, онлайн вĕрентӳ