в статье описываются тактильные книги, предназначенные для приобщения детей с ограниченными возможностями здоровья и их родителей к диалогу с православной культурой. Авторы пришли к выводу, что инициатива по изготовлению тактильных книг на православную тематику для детей с ОВЗ, волонтерская работа, проведение мероприятий в семейной гостиной – это не только социальное, но и, прежде всего, милосердное служение молодежи.
Аслăрах яш ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарнине тата вĕренӳ ответлăхне пысăка хунипе палăрса тăраççĕ. Ку вара ачасен хăйсене хăйсем йĕркелеме пултараслăхне пĕлтерĕшлĕ тăвать. Вĕренӳре йĕрке тытаслăхăн витĕмлĕхĕ шкул ачисен рефлекси тума пултараслăх шайĕ епле пулнинчен килет. Вăл ачасене хăйсен ĕçĕпе кăмăл-туйăмне пĕлсе тата тĕрĕслесе тăма май парать. Статьяра аслăрах яш ачасен хăйсен вĕренӳ ĕçне рефлексилĕх шайне кура епле йĕркелесе тăнин уйрăмлăхĕсене тĕпчесе кăтартнă. Тĕпчевĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче А.В. Карповăпа В.В. Пономаревăн рефлексилĕхе тĕпчемелли ыйту пуххипе тата Д.А. Леонтьевпа Е.Н...
Статьяна колледж студенчĕсен хăйсен психика тăрăмне харпăр тĕллĕн тишкерсе кирлĕ ĕç тума пултараслăхĕпе психика ырлăхĕн тĕрлĕ енĕсем пĕр-пĕринпе епле çыхăннине халалланă. Тĕпчев тĕллевĕ – çак çыхăнăвăн хăй евĕрлĕхне вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕнче иртекен вĕренӳ лару-тăрăвĕнче тупасси тата тишкересси. Тĕпчеве Шупашкар медицина колледжĕн 15–24 çулсенчи студенчĕсем хутшăннă. Кăтартусем пухма психика диагностикин стандарт картинче тăракан меслечĕсемпе усă курнă. Вĕсен шутĕнче – уйрăм çыннăн рефлексилĕхне тупма май параканнисем (А.В. Карповăн, В.В. Пономаревăн), пăшăрханулăха палăртаканнисем...